26 июля 2014 г.
Алманчă ялĕнче пурăнакан чи хисеплĕ мăшăрсенчен пĕри, Юрий Петровичпа Валентина Николаевна Куцыпинсем, пĕр класра вĕреннĕ, пĕрле выляса ỹснĕ. Анчах та Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи вĕсен пурнăç сукмакĕсене вăхăтлăха уйăрса янă. Çамрăк каччă 16 çултах тăшмансене хирĕç çапăçма тухса кайнă. _ Пире Канашра поезд çине лартрĕç. Вăл Горький облаçĕнчи Кулебаки хулине илсе çитерчĕ. Унта çичĕ уйăх снайпера вĕрентĕмĕр. Лайăх перекенсене пуçтарса пĕр батальон туса поездпа фронта ячĕç. Хальхи Луганск хули патне 700 километр ытла утрăмăр. Пĕрремĕш çапăçăва 1943 çулта раштав уйăхĕнче кĕтĕм. Нимĕçсем пирĕн çине ирхи ултă сехетре тапăнчĕç. Ниçта хỹтлĕх çуккипе 74 çынран 7 çеç сывă юлнă. Нумайăшĕ вилчĕç, аманчĕç. Эпĕ те йывăр сурана пула Киеври госпитале лекрĕм. Çакăн чухнех яла ман пирки вилнине пĕлтерекен хут килнĕ. 1944 çулхи кăрлач уйăхĕнче тăвансене хам чĕрĕ пирки çырса савăнтартăм,_ аса илчĕ ветеран.
Госпитальтен сывалса тухнă хыççăн Юрий Петрович каллех вăрçă вутне кĕнĕ. Фашистсен аллинчен ял хыççăн ял, хула хыççăн хула ирĕке кăларнă. Анчах пĕр йывăр çапăçура вăл татах йывăр аманать.
Вăрçă вĕçленсен те Ю. Куцыпин тăван тăрăха часах таврăнайман. 1947 çулхи раштав уйăхĕнче тин салтак тумне хывнă. Маттур каччă тỹрех Ленин ячĕллĕ колхозра ĕçлеме пуçланă. Анчах малалла та пĕлỹ илес туртăм пысăк пулнипе Туçари вăтам шкула вĕренме кĕрет.
Мал ĕмĕтлĕ арçын вĕренсе тухма тĕллев лартнăскер _ çемье çавăрнă пулин те _ пĕлỹ çуртне чупнă. Ăна "пиллĕк" паллăсемпе çеç пĕтерсе аслă шкула куçăмсăр майпа ăс пухма васкать. Малалла ун çулĕ тăван шкулне илсе çитерет. Унта вăл малтан ачасене физкультурăпа туслаштарнă, каярахпа географи, истори, обществознани предмечĕсене тарăнрах уçса панă. Мăшăрĕ те ĕмĕр тăршшĕпех кĕçĕн классен вĕрентекенĕнче тăрăшнă. Юрий Петровича ачасем халь те ăшă сăмахпа çеç аса илеççĕ, кашни уявра саламлаççĕ. Ватă учительпе тĕл пулусем час-часах ирт-тереççĕ.
_ Шкул ачисене вăрçă çулĕсем пирки тăтăшах каласа кăтартатăп, хăрушă самантсене аса илетĕп те вĕсем çăвар карсах итлеççĕ мана. Çакăнтан пуçланмасть-и-ха тăван çĕр-шыва юратасси? _ тет педагог.
Вăрçăран таврăнни çулталăк иртсен, 1948 çулта, Валентина Николаевнăпа "йăва" çавăрать. Акă ĕнтĕ вĕсем мăшăр кăвакарчăн пек 66 çул килĕштерсе пурăнаççĕ. Виçĕ ача ỹстерсе ура çине тăратнă, Куцыпинсем. Аслă хĕрĕ, Светлана, филолог пулса ĕçленĕ. Коля инженер-механик профессине алла илнĕ. Кĕçĕнни, Таня, инженерта вăй хурать. Ачисем кашни кану кунĕнче ашшĕпе амăшĕ патне килеççĕ, пулăшаççĕ.
_ Эпир мăшăрпа пурнăçа илемлĕ пурăнса ирттерме тăрăшатпăр, пире ырăпа кăна аса илччĕр, _ терĕ калаçăвне вĕçленĕ май учитель.
Д. КУСТОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)