Село Алманчиково Батыревского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хырсем ярăнса ỹсĕç

24 июня 2014 г.

Вăрман _ пирĕн пуянлăх, тетпĕр. Чăнах та, вăл пире çулла çырла-кăмпапа сăйлать, вутăпа ăшăтать, çурт-йĕр çавăрма строительство материалĕ парать. Анчах ăна та пирĕн хỹтлĕх кирлĕ.

Çулсем иртнĕçем йывăçсем ватăлаççĕ. Вĕсен вырăнне çĕннисене лартмалла. Çут çанталăк "ỹпкин" лаптăкне ỹстерсе пыни те хамăр сывлăхшăнах аван. Çакна шута илсе ĕнтĕ 2012 çулта Палтиел участок лесничествин мастерĕ Г. Сымкин Алманчăри "Хурăнлăхри ырлăх" территоринче 2,3 гектар хыр ларттарнă. Çамрăк хунавсем аванах вăй илсе кайнă. Шел пулин те, ярăнса ỹсме вĕсене çум курăксем чăрмантараççĕ. Кун пек чухне Геннадий Вениаминович Алманчăри вăтам шкулта вĕренекенсенчен пулăшу ыйтать. Вĕсем çулленех лаптăка хаваспах тасатма тухаççĕ. Кăçал та 8 тата 10 класра ăс пухакансем тĕмсене хĕвел çуттине кăларчĕç.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429368 Чувашская Республика, Батыревский район, с.Алманчиково, ул.Центральная д.3
Телефон: 8(83532) 67-0-39
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика