Село Алманчиково Батыревского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тур пани пулсан…

19 апреля 2014 г.

Çынсене ăшă, юрату, çепĕç кăмăл парнелекен професси пур çĕр çинче. Сăмах кунта культура ĕçченĕсем çинчен пырать. Вĕсемсĕр пуçне календарьти пĕр мероприяти те, ял, ача-пăча, çемье уявĕсем те иртмеççĕ. Ача çуратакансене, салтака ăсатакансене, çемье тĕвĕлекенсене савăк юрă парнелекенсем те культура ĕçченĕсемех. Культура "çимĕçне" тутансах тăратпăр эпир. Кăçал вăл тата тĕхĕмлĕрех пуласса шанас килет. Мĕншĕн тесен Культура çулталăкĕ тесе палăртнă-çке ăна.

Культура çуртĕнче ăна чыслă лару-тăрура уçни çинчен хаçатра пĕлтерсех тăма тăрăшрăмăр. Харсăрсен ушкăнĕсем чылай. Ку енĕпе Алманчăсене çав йышах кĕртес килет. Икĕ саспа юрлакан хорпа кăçал çеç иккĕмĕш хут тухрĕç вĕсем сцена çине. 30 ытла номертен тăракан концерт икĕ сехет ытла тăсăлать. Хăйсен пултарулăхĕпе кỹршĕллĕ Шăмалак тата Анат Чаткас ялĕсенче те пулчĕç. Ушкăнпа, пĕчченшерĕн, икшерĕн хут купăспа, баянпа шăрантаракан чăваш халăх юррисене куракансем кăмăлтан кĕтсе илеççĕ, чĕрĕ сасăпа куç умĕнче юрлакансене тăвăллăн алă çупса хавхалантараççĕ. Коллектива ертсе пыраканĕ Сергей Петрович Никитин. Яваплă ĕçе кỹлĕннĕренпе виççĕмĕш теçетке çине кайрĕ.

_ Çĕнĕрен-çĕнĕ репертуарпа тухать сцена çине "Туслăх" ушкăн. Çакă И. Никитина методист тăрăшулăхĕнчен те килет. Тăванлăх, туслăх юррисене кăмăлтан шăрантараççĕ артистсем. Тивĕçлĕ канăва тухнă Т. Петрова, А. Федорова та ỹркенмеççĕ çỹреме. Культура çурчĕн ертỹçи С. Никитин вара вырăнти тивĕçлĕ кадр,_ тет ĕçĕ-хĕлĕ пирки сăмах хускатсан ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Г. Фомин.

Тĕрĕсех палăртать Георгий Михайлович. Турă пани пурах Сергей Петровичра. Ахальтен вĕренме кайма шут тытман ĕнтĕ вăл çамрăк чух Чĕмпĕрти культура училищине. Хуçалăх стипендиачĕ те тунă ăна.

_ Хăш-пĕр ялсенчи культурăпа кану центрĕсенче йышлăн ĕçлеççĕ. Методистсем те ытларах. Алманчăсем иккĕн (библиотекарьпе виççĕн) çеç вăй хураççĕ пулин те çимĕçĕ тĕшлĕ вĕсен,_ тет районти культурăпа кану центрĕн директорĕ А. Овчинникова. Çакна, паллах, Алевтина Геннадьевна район шайĕнчи мероприятисене мĕнлерех хутшăннине кура шайлаштарса хаклать ĕнтĕ. Акă хальхаççăн çеç Алманчăри К. Киргизова юрăç "Восходящие звезды" конкурсра район шайĕнче виççĕмĕш вырăн йышăннă.

_ Хĕллехи-çуркуннехи вăхăтра халăх пушăрах. Çакăнпа ытларах усă курма тăрăшатпăр. Çавăн пек чухне репетицисем ирттерме те, концертсем йĕркелеме те меллĕ,_ тет Ираида Олеговна методист.

_ Ялти вăтам шкул тата ача сачĕн коллективĕсем пире пысăк пулăшу кỹреççĕ. Ыйтнине нихăçан та хирĕçлемеççĕ вĕсем. Кану çук культура ĕçченĕсен. Халăхăн анлă массине явăçтарса ирттермелли мероприятисем те чылай-çке: Çĕнĕ çул, ял уявĕ, акатуй-сапантуй тата ытти те. Хĕрсене, каччăсене, çамрăксене, аслисене кăларма тăрăшаççĕ сцена çине, ял халăхне çуралнă кунĕсемпе, паллă пулăмсемпе саламласа юрăри чĕререн каланă сăмахсене шăрантараççĕ.

Анчах пăшăрхантараканни те пур культура ĕçченĕсене. Хăйсен вăйĕпе зала тирпейлесе тăма пултараççĕ-ха вĕсем: стенисене сăрланă, пукансем аван. Анчах музыка аппаратури кивелнĕ, сценăна та хăтлăх кĕртмелле. Ку енĕпе республикăри Культура министерстви ялсенчи клубсене модернизацилес тĕллевпе пуçарнă конкурса хутшăнса та пăхрĕç. Шел те, çĕнтерỹçĕ пулаймарĕç. Тата тепре те кĕресшĕн малашлăх проекчĕсене Алманчăсем. Кивĕ Ахпỹртсем, Хирти Пикшиксем, Патăрьелсем ку енĕпе гранта тивĕçсе чылай çĕнĕлĕх кĕртнĕ.

Улăштармалли вара тата та тупăнать: чỹрече хашакĕсем кивелнĕ, урамран кĕрекен алăк тăррине тирпейлемелле. Ташша-юрра юратакансен тумĕсене улăштарма та вăхăт. Тумлантарсан тунката та хитре теççĕ мар-и?

Ĕçне кура _ хисепĕ. Сцена ăстисем тав хучĕсемпе хисеп грамотисене темиçе хутчен те тивĕçнĕ. Раççейри культура ĕçченĕсен кунĕ ячĕпе кăçал панисем те пур Никитинсен. Вĕсемпе мухтанмасть мăшăр. Ĕçне çеç халăх кăмăлне тивĕçтермелле туса пыма тăрăшать. Кану кунĕсене манса, апата каймасăр репетицисем сахал иртеççĕ-им! Тепĕр чухне ялти шкулăн 7 класне çỹрекен Никита ывăлĕ те хăйсемпе юнашар. Ăна интересленмелли те тупăнать кунта.

А. АСТРАХАНЦЕВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429368 Чувашская Республика, Батыревский район, с.Алманчиково, ул.Центральная д.3
Телефон: 8(83532) 67-0-39
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика