Село Алманчиково Батыревского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Халăх – пысăк вăй, шанăç

16 января 2013 г.

Темиçе çул каялла çак ял халăхĕ хăйĕн паттăрлăхĕпе, ĕçченлĕхĕпе харăс вĕрсе хапха та уçнă темелле. Ял хуçалăхĕнчи мĕн пур производство тухăçлă ĕçленĕ чухне ăмсанмалли те, мухтамалли те нумайччĕ. Шел, тĕрлĕ сăлтава пула паян хуçалăх ĕлĕкхилле кĕрлемест. Апла пулин те ял пурнăçа сыпăнтарса пымалли меслетсене шайласа пурăнать. Паян ялта вăй питти е çамрăк ĕçсĕр çапкаланса çÿренине кураймăн. Кашниех икĕ алла пĕр ĕç тупнă темелле. Хальхи вăхăтра, акă, аллă çынна яхăн Сыктывкара “шапашкăна” çÿрет. Тепĕр çавăн чухлĕн Мускавра е урăх хулара ĕç вырăнĕ тупнă. Сăран укçа енчĕкĕ тарсăр хулăнланмасть пулин те вăхăтлăха çемьерен ăрасна пурăннин усси çук мар. Сăмахран, 2006 çулта виççĕр ытла хуçалăхлă ялта уйрăм çынсен 36 çăмăл автомашина çеç пулнă. Паян вара кашнин хапхи умĕнче тенĕ пек “хурçă ут” çуталса ларать тесен те çылăх мар. Унсăр пуçне ял çулсеренех çĕнелет, аталанать, капăрланать. Ку чухне пĕччен пурăнакан ватăсем те тĕнчерен юлмаççĕ, шăнкăрч йăви пек пĕчĕк пÿртсенех тул енчен юмахри евĕр капăрлатаççĕ те хураççĕ. Çамрăксем патшалăх программисемпе усă курса çурт-йĕрне çĕнетни те кăмăллă. Юлашки çулсенче Руссаковсем, Каруевсем, Волковсем çак пулăшупа усă курнă.

– Ял сĕмне, халăх пурăнакан вырăнти условисене лайăхлатас, культура шайне ÿстерес тесен ял пуçлăхĕ çеç тăрăшни çителĕксĕр. Ку тĕлĕшпе эпир халăхпа пĕр çăварта. Çакă вара пире хавхаланса пурăнма май парать. Çулсеренех республика шайĕнче иртекен конкурссене хутшăнса хисеплĕ вырăнсене çĕнсе илни – пирĕншĕн хушма “кĕмĕл”. Кăçал та культура енĕпе тепĕр хут хамăра тупăшура тĕрĕслеме шутларăмăр. Тăратнă ĕçĕмĕрсене вырăна хурса хакласан каллех Культура çуртне пуянлатасшăн: тумсене, аппаратурăсене çĕнетесшĕн. Ĕмĕтсем пирки сăмах пуçарнă май çакна та палăртса хăварасшăн. Раççей Президенчĕ çирĕплетнĕ экологи çулталăкĕнче халăхпа кар тăмалли тĕллевсем те пысăк. Çÿп-çаппа тулнă çырма-çатрана тасатма, тирпейлеме тивĕ. Масар çуртне те халăх вăйĕпех хăпартса йĕркене кĕртмелле. Сăваплă вырăн пуриншĕн те кăтартуллă пултăр. Маларахри çулсенче ял урамĕсене тĕрлĕрен йывăçсем лартса симĕслетнĕ. Ку ĕçе малалла та тăсасшăн. Анчах та йăмрасем вырăнне пан улми йывăççисем, чиесем çеçке çурса иртен-çÿрене килентерччĕр. Кĕркунне вара çимĕçĕпе савăнтарччăр, – паллаштарчĕ малашлăх тĕллевĕсемпе ял тăрăх пуçлăхĕ Г. Фомин.

Çĕнĕ çулталăкри ĕмĕт-тĕллеве итленĕ май иртсе кайнă аçтаха çулне пĕтĕмлетни те вырăнлă-тăр. Ыттисене мĕнле те, çак чĕр-чун Алманчăсене кÿрентермен. Истори çулталăкĕнче Суворов тăкăрлăкĕпе Чапаев урамне тирпейлесе йĕркене кĕртнĕ. Паян ялта çанталăкăн кирек хăш условийĕнче урамсене кĕрсе-тухма кансĕр çул çук. Хальхи вăхăтра вара Яманчурел карьерĕн техникисем кашни каспа тăкăрлăка юртан вăхăтра тасатса тăраççĕ. Пилĕк-ултă çул ĕнтĕ вĕсем – шанчăклă килĕшÿ çыннисем.

2012 çултах Республика Пуçлăхĕн йышăнăвĕпе ялта ырми-канми тăрăшнă çирĕм ытла çĕр ĕçченĕ тахçанах ĕмĕтленнĕ “Ĕç ветеранĕ” медале тинех алла илнĕ. Çакăншăн Алманчăсем ÿркенсе тăмарĕç, Чăваш Ен элтеперĕ патне тав çырăвне те çитерчĕç.

Иртнĕ çул çак ял çыннисемшĕн асра юлмалли тĕслĕх татах та пулнă. Олимп резервĕсен шкулĕнче вĕренекен Александр Мышов Алманчăсене çеç мар, района та савăнтарчĕ – 62 килограмлă виçеллĕ спортсменсем хушшинче штанга йăтассипе Раççей чемпионĕн ятне çĕнсе илчĕ.

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429368 Чувашская Республика, Батыревский район, с.Алманчиково, ул.Центральная д.3
Телефон: 8(83532) 67-0-39
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика