16 апреля 2014 г.
ÇАК кунсенче Алманчăри культура çуртне ял çыннисем, пысăк концерта пуçтарăннă евĕр, пĕрин хыççăн тепри утнă та утнă. И. Никитина методистка пуçарнипе тата тăрăшнипе клубра Культура çулталăкне халалласа алă ăстисен пысăк куравне йĕркеленĕ иккен. Ылтăн алăллă кинсем _ Галина Аппакова, Роза Аппакова, Алевтина Гаврилова, Ираида Стихова, Валентина Павлова, Татьяна Егорова, Галина Суркова. Чун йăпанăçне хĕм сапакан тĕрлĕрен çипсенче тупнă маçтăрсен пултарулăхне курса савăнма тата хак пама малтанхи кунах çур ял хăпса тухнă.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)