02 апреля 2014 г.
Ял хĕрарăмĕ пушă вăхăтне усăллă ирттерме тăрăшать: чăлха-нуски çыхать, тĕрĕ тĕрлет е вĕтĕ шăрçапа тĕрлĕ хатĕр ăсталать. Алманчăра та çакăн пек çынсем чылай. Вĕсенчен пĕри _ Елчĕк районĕнчи Арланкасси ялĕнче çуралса ỹснĕ Г. Аппакова. Вăл çак ял кинĕ пулса мăшăрĕпе _ Геннадий Николаевичпа _ 5 ача çуратса пурнăç çулĕ çине тăратнă. Галина Геннадьевна нумай çул Ленин ячĕллĕ çĕр ĕç фирминче вăй хунă, халĕ тивĕçлĕ канура. Апла пулин те алă усса лармасть _ тĕрлĕ япала çыхать. Вĕсен çуртĕнче илемлĕ çипсемпе çыхнă тĕрлĕ салфетка, ваза, минтер пичĕсем нумай. Ялти выставкăсенче те Галина Геннадьевна ĕçĕсем çынсене илĕртеççĕ.
К. ХАДАРОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)