12 марта 2014 г.
АЛМАНЧĂСЕМ Культура çулталăкне тухăçлă ирттерсе пыраççĕ темелле. Çак кунсенче В. Курмышов ял вулавăшне питĕ пысăк парне тунă: килте упранакан тĕрлĕрен паллă авторсен кĕнекисене парнеленĕ. Вăл шутра чăваш писателĕсен произведенийĕсем те нумай.
Сăмах май каласан, Валерий Васильевич, тивĕçлĕ канăва тухнă виçĕ ача ашшĕ, пушă вăхăтра питĕ "чун апачĕсене" шĕкĕлчеме юратать. Библиотекăра вăл вуласа тухман том та çук пулĕ. Хальхи вăхăтра вăл хăйпе пурăнакан мăнукĕсене те кĕнеке вулама хăнăхтарса пырать.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)