07 марта 2014 г.
Аннене хисеплер
Чи ăшши çĕр çинче _ анне алли,
Чи вăйли тĕнчере _ анне чĕри,
Чи хакли çĕр çинче _ анне пурри,
Чи хитри тĕнчере _ анне кулли.
Çавăнпа, юлташсем аннене хисеплер,
Аннепе мухтанар, тăрăшса вĕренер.
Д. ПЕТРОВ.
Аннене
Юрататăп аннене,
Унăн çепĕç куллине,
Унăн çемçе аллине,
Хитре те кăвак куçне.
Юрататăп эп ăна,
Хамăн тăван аннене.
Пурнăçри пур ырлăха
Парнелетĕп пĕр ăна.
О. МЫШОВА.
Анне
Эп саватăп аннене,
Мухтанап унпа чунра.
Пулăшатăп аннене,
Пуçтаратăп кил-çуртра.
_ Эс, аннеçĕм, ларса кан,
Ал-уру сыв пултăр сан.
Эпĕ санăн ик аллу
_ Чи илемлĕ йăл куллу.
А. МЫШОВА.
Анне
Ир-ирех тăрать анне,
Ирхи шуçăм куçĕнче.
Шăварать чечексене,
Ĕç вĕрет ун аллинче.
Тутлă кукăль пĕçерет,
Сиплĕ чей вăл хатĕрлет.
Кушака апат парать,
Пуçăмран мана шăлать.
И. ПЕТРОВА.
Аннеçĕм
Анне манăн хитре-çке,
Ĕçлеме те пĕлет-çке.
Ĕне суса кĕрет те
Ăш сĕт пире ĕçтерет.
Тутлă кукăль пĕçерет,
Пире савса çитерет.
Ик аллишĕн ун пин ĕç
Канма нихçан пĕлеймĕç.
А. ЧИХИН.
Çывăх çын
Кам пире юратса, ачашласа, йăпатса
Лăпка-лăпка ỹстерет,
Çунат парать, вĕçтерет?
_ Юратнă анне.
Кам-ха эпир чирлесен,
Япала мĕн çĕмĕрсен,
Начар, юлхав вĕренсен,
Куçне хупмасть каçсерен?
_ Юратнă анне.
В. ХАДАРОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)