25 января 2014 г.
ЛМАНЧĂ ял халăхĕ яланах юрра-ташша маçтăр. Ку тĕлĕшпе вĕсем паян та аптăрасах тăмаççĕ, вырăнти ăстасен вăйĕпех час-часах концертсем лартаççĕ. Хальхинче ун пек тума шутламан. Культура çулталăкне чыслă лару-тăрура уçма тĕп хуламăртанах пултаруллă сцена ăстисене йыхравланă. Чăваш Республикин Тава тивĕçлĕ искусство деятелĕ Анатолий Никитин ертсе пыракан "Янташ" ушкăн вара аякри çула пăхмасăрах Алманчăсем патне килме хапăл тунă. Икĕ сехете яхăн тăсăлнă пуян концертра ял çыннисем чун каничченех савăннă. "Ыранччен, тусăмсем, ыранччен, савăнтăмăр чун каниччен..." тесе вĕçленĕ артистсем кăмăллăн сыв пуллашу юррине.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)