Село Алманчиково Батыревского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Улми йывăççинчен аякка ỹкмест

25 декабря 2013 г.

Урамра кăп-кăпăш шурă юр çăвать. Çил çукран унăн пĕрчисем пĕринчен теприн çине çăмăллăн ỹксе ирхи хĕвелпе илемлĕн çуталаççĕ. Ỹкерсе юлма та пулать вĕсене. Çапла тăваççĕ те ĕнтĕ ачасем. Ахальтен мар кабинетсен чỹречисем тĕрлĕ эрешсемпе илемленчĕç. Çĕнĕ çул уявне хатĕрленеççĕ мар-и Алманчăри вăтам шкулта!

Конкурс та пулать. Ку енĕпе ăсталăх çитет. Иртнĕ вĕренỹ çулĕнче ачасем алă ăстисен кружокне çỹресе мĕн тĕрлĕ кăна япала ăсталамарĕç пуль! Вĕсене районта ирттернĕ ĕçпе юрă уявне те илсе тухнăччĕ. Кăçал та ỹркенмерĕç. Кружока А. Горбунова ертсе пырать. Алла Александровна пĕрлех ĕç, технологи, ИЗО урокĕсене те ирттерет. Кружока пĕр сиктермесĕр çỹрекенни вара Кристина. Вун пĕрмĕш класс хĕрĕ вĕренỹре те, обществăлла пурнăçра та ыттисемшĕн кăтартуллă. Ырă тĕслĕхлĕ пулнăранах вăл Республика Пуçлăхĕн стипендине илме тивĕçнĕ те ĕнтĕ. Район, республика шайĕнчи конкурссене, олимпиадăсене сахал мар хутшăнать Кристина. Тĕнчери илемлĕх культурипе олимпиадăра призлă вырăн, "Красота Божьего мира" республика шайĕнчи конкурспа виççĕмĕш, "Йывăçсем _ çут çанталăкăн чĕрĕ палăкĕсем" тупăшура виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕ. Районти "Наука. Ăсталăх. Аталану" конференцие çулленех хутшăнать.

Волонтерсен юхăмĕ те илĕртет хĕре. Пĕрле вĕренекенсемпе вăл шкул, ял территорине илем кĕртес, тасатса тирпейлес ĕçсене сахал мар хутшăнать. Экологи форумĕпе туристсен слетĕнче пулчĕ.

_ Хамăн ỹсĕм çулĕнче анне пулăшăвне те туятăп. Вăл шкулта ĕçлет. Ытти ачасене олимпиадăсемпе конкурссене хатĕрленĕ май мана та ытларах вулама, компьютерпа ларма хистет. Маларахри тата кăçалхи вĕренỹ çулĕнче Н. Фомина, Л. Губайдуллина, А. Ямалетдинова обществознанипе, Р. Камалова экономикăпа, И. Иванова, С. Антипова ăсталăх конкурсĕсенче мала тухса савăнтарнăччĕ, _ тет Кристина хĕрĕ.

Сăмах май çакна та палăртмалла: Алла Александровна хăй те ỹркенекеннисен йышĕнчен мар. Аслă категориллĕ педагог 2012 çулта районти "Çулталăк учителĕ" конкурса хутшăннăччĕ. "Вĕрентỹ процесĕнчи педагогика технологине ĕçе кĕртмелли чи лайăх мел" тупăшăва кĕнĕччĕ. Ачасене кăранташпа, кистьпе ỹкерме, сăрлама сахал мар вĕрентет. Улми йывăççинчен аякка ỹкместех ĕнтĕ. Кристина хĕрĕ те çавах. Вăл юлташĕсемшĕн, Наташăпа София йăмăкĕсемшĕн те тĕслĕхлĕ.

А. АСТРАХАНЦЕВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429368 Чувашская Республика, Батыревский район, с.Алманчиково, ул.Центральная д.3
Телефон: 8(83532) 67-0-39
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика