Село Алманчиково Батыревского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Никĕс çирĕп пулсан, çурт та çирĕп

30 ноября 2013 г.

Районти ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн Алманчăри филиалĕн тренерĕнче, пĕрлех ялти пĕлỹ çуртĕнче физкультура учителĕнче ĕçлекен, Начар Упинче çуралса ỹснĕ, хальхаççăн кăна "икĕ тăваттă" тултарнă Николай Валерианович Зимин çамрăк чухне нихăçан та вĕрентỹ учрежденийĕнче çитĕнекен ăрăва вĕрентсе воспитани парас ĕçе явăçасса шутламан. Асра та пулман ун пек ĕмĕтпе шухăш. Чăн та, физкультурăна ачаран хисепленĕ, унăн урокĕсене чăтăмсăррăн кĕтнĕ. Ирсерен тăрса физзарядка тăвасси, картишĕнчи турник çине çакăнса туртăнасси, янах хурасси, йывăр япаласене çĕкле-çĕкле пăхасси уншăн ачаранах пурнăç йĕрки пулса тăнă. Килте пилĕк авмалли ĕçсенчен те нихçан пăрăнман, ку çеç те мар, вĕсене вăр-вар та хăвăрт тума тăрăшнă. Ашшĕ-амăш унта-кунта кайма хушсан та хăяккăн-мăяккăн мар, вĕçсе кайса килнĕ.

Футбол тесен вара кунĕпе те сăран мечĕк хăвалама хатĕр. Вăййи ансат, ятарлă зал та, хаклă инвентарь та кирлĕ мар. Çĕр-шыв типнĕ-типмен ял айккинчи сăрт çамкинчи çерем çине хăпарма пулать. Тăрăшсан, хĕлле те выляма май пур. Паллах ĕнтĕ, туризм та çывăх. Вăхăтĕнче шкул директорĕнче, каярахпа учительте ĕçленĕ Вячеслав Веняминович Волков фанат ертсе пынипе таçти аякри походсене çуран та, велосипедпа та пайтах çỹренĕ, чылай турслетсене хутшăннă. Ку спортпа çывăхлансан хул-çурăма тĕреклетме кăна мар, ăс-тăна çивĕчлетме те мелсем нумай. Кỹршĕ яла, Алманчă шкулне куллен пĕр енне, унтан тепĕр енне тăватшар-пилĕкшер çухрăм чупа-чупа алла аттестат илнĕ хыççăн Микула хĕсметре икĕ çул тăрать. Спортпа туслă çын кунта питĕ хисепре. Пĕрре-иккĕ тапкаласа пăхнă хыççăнах ăна батальонпа полк чысне кăна мар, дивизин футбол чапне сыхламах шанаççĕ.

Салтак кительне хывсан йĕкĕт Сĕнтĕрвăрринчи вăрман техникумне кайса кĕрет. Пĕр енчен, унта вĕреннĕ ачасенчен нихăшне те çапкаланса çỹрекеннине курман-ха. Тепĕр енчен, хамăр Начар Упи çумĕнчех вăрман сарăлса выртать. Ăнăçлă пĕтерсен, тен, ĕçĕ те çывăхра тупăнĕ. Çапларах шутланă ун чухне çамрăк çын хăйĕн малашлăхĕ пирки.

Атăл хĕрринчи хулари вĕренỹ заведенийĕн спорт бази пуян. Кунта вăл волейболла ăста выляма хăнăхать. Ача чухнех футбол "уйĕнче" ура шăнăрĕсене пайтах пиçĕхтернĕскере çывăх тата инçе дистанцисене чупасси те шăл çемми. Хĕлле, паллах, йĕлтĕр йĕрĕ чĕнет ăна. Çавна май сăнĕ те техникумăн маттур спортсменĕсен стенчĕ çинче ялкăшать.

1993 çулта çулла Николай киле вăрман мастерĕн специальноçĕпе таврăнать. Колхозра вырма пуçланнă ĕнтĕ ун чухне. Комбайнерта вăй хуракан куккăшĕ ăна пĕрле помощникра ĕçлеме сĕнет. Мĕншĕн хирĕçлес-ха? "Карапĕ" лайăх çỹресен кĕске хушăрах самай ĕçлесе илме пулать. Стипендипе пурăннă çамрăка ку самай пысăк тĕрев пулĕ. Çемьене те пулăшу темелле. Ĕçĕ, паллах, ача вăййи мар. Ир-ирех парка хăпармалла, хиртен тĕттĕмленсен кăна таврăнмалла.Анчах ялта çитĕннĕ, ним ĕçрен те хăраман, тĕреклĕ хул-çурăмлă Коляшăн мĕн вăл? Вăрман хуçалăхне вара каярахпа та кайса килме пулĕ.

Анчах хальхинче шăпа ăна пач урăх пурнăç çулĕ çине тăратасса ăнкарайман-ха вăл.

_ Çав çулхине ĕççи кăштах каярах юлнăччĕ. Ытти чухне хирсем çурла уйăх вĕçĕнчех пушанаканччĕ. Ку хутĕнче сентябрех кĕрсе кайрăмăр. Ачасем шкула та чупа пуçланăччĕ, _ аса илет çав вăхăта Николай Валерианович. _ Эпир те анне шăллĕпе хĕрсех тулă паккусĕсене пухса çапатпăр. Тусан палтăртатать кăна. Пăхатпăр та, пирĕн паталла пĕр çăмăл автомашина çывхарать. Тăван ялти шкул директорĕ Арыслан Селимгереев иккен. Кỹршĕри Кăсăл Чишма мишерĕ вăл. Сиксе антăм çĕре. Алă тытрăмăр. Çакскер мана çине тăрсах ку ĕçе пăрахса ыранах шкула пыма хистет. Физкультура урокĕсене ирттерекен çук иккен унăн. Эп анрасах кайрăм _ ăçтан пулам-ха педагог? Ман вăрман касмалла, йывăç лартмалла, кукăр алăсенчен сыхламалла... Директор вĕçĕмсĕр лăплантарать: сан физкультурăпа спорт опычĕ пысăк. Хăрамалла кăна мар _ вĕрентетпĕр, пулăшатпăр...

Мĕн тумалла? Ун пек те, кун пек те шутлатăп. Ачасемпе ĕçлесси вăл бензопăчкă тытса яхтă йăвантарасси мар. Çапах ỹкĕте кĕртрĕ-кĕртрех вĕт Арыслан абый. Тепĕр кун таса çи-пуç тăхăнса шкула çитрĕм...

Çапла çирĕм тăваттăри вăрманçă Красномайскинчи вăтам шкулта физкультурăпа ОБЖ предметне вĕрентме пикенет. Маларахри çулсенче спортăн чылай тĕсĕсене тĕплĕн пĕлни халĕ чухах. Ĕçĕ килĕшсе каять ăна. Ачасем те часах ун патне туртăнма тытăнаççĕ. Тепрер çултан Николай Чăваш патшалăх институтне физвоспитани факультетне куçăмсăр майпа кайса кĕрет, çĕ-нĕлĕхсене тĕпчет. Унсăрăн епле-ха вăл! Икĕ турта хушшине тăтăн пулсан лава пикенсех туртмалла.

Пурнăç урапи ялан кăлтăр-кăлтăр чупмасть, самани те вĕçĕмсĕр пĕр пек тăмасть. Ачасен шучĕ чакса пынăран 2008 çулта Красномайски шкулĕ реструктуризаци тата оптимизаци юхăмне лекет. Унта пуçламăш классем кăна юлаççĕ. Николай Валериановичăн та пуçа катăртаттарса хыçма тивет_хайхи уроксем текех çук кунта. Сывă пул шкул, темелле-и вара?

Педагогика стажне вун тăватă çул пухнă маттур физкультура учительне Патăрьелĕнче те аван пĕлеççĕ иккен. Н.Зимина районти ачасемпе спорт шкулĕн тренерĕ пулма, ăна валли Алманчăра филиал уçма шантараççĕ. Çул-йĕрĕ те паллă_ штанга йăтасси. Ку ĕнтĕ пуçа килсен пушмак та, çапах биологине е астрономине вĕрентесси мар-ха. Çав физкультурăпа çыхăннăскерех темелле. Килĕшес!

Юхмапа Пăла тăрăхĕнче штанга спорчĕ Патăрьелĕнчи 1-мĕш тата Нăрваш Шăхалĕнче вăтам шкулсенче сумра. Николай Валерианович туххăмрах унта та, кунта çитсе килет, ĕç опычĕпе паллашать. Унтан тăн-тăнрах ачасене хăй патне явăçтарать. Йывăр атлетика вăл пур çын валли те мар. Кунта кашнин патне уйрăм çул тупса суйламалла. Ашшĕ-амăш кам? Пĕр тăванĕсем еплерех? Хул-çурăмĕ епле аталаннă? Чун çирĕплĕхĕ пур-и тата?

Тăрăшсан упана та ташша вĕрентме пулать, теççĕ. Тренер хăй тишкерỹллĕн пухнă ачасен пĕр ушкăнĕпе вăхăта тата вăйне шеллемесĕр ĕçле-ме пикенет. Тĕп тĕллев вăл, паллах, тимĕр патак çине икĕ енчен тирнĕ дисксене кăкăр çине илсе е аялтанах хăвăрт çỹлелле çĕклесси. Анчах ун патне çитиччен ал-ура вăйне çирĕплетмелле. Николай Валерианович пĕр евĕрлĕ упражненисемпе чарăнса тăмасть. Унăн хăйне евĕрлĕ методикипе пулас спортсменсем нумай хутчен кукленме, урасене çĕкле-çĕкле хырăм мышцисене аталантарма хăнăхаççĕ, турникпе брусья çине хăпараççĕ...Тĕрлĕ енлĕ аталану ачасен фигурине те лайăхлатать. Килпетлĕ чухне епле хитре вăл çын! Уйрăм хастарсем жимпа толчокра самаях пысăк кăтарту патне çитеççĕ.

Вăрлăх акаканăн çимĕçне те тутанса пăхас килет. Часах çакăн пек тума май та пулса тухать. Хĕллехи каникул хыççăн Николай Валерианович иккĕленсе те пулин (пĕрремĕш хут-çке!) пĕр тăван Мышовсене (пиччĕшпе шăллĕне) Етĕрне хулинче Чăваш республикинче мала тухассишĕн ирттерекен ăмăртăва илсе каять. Мĕн тетĕр? Кĕçĕнни _ Саша _ хăйĕн пек виçеллĕ атлетсем хушшинче штанга йăтса пĕрремĕш вырăна тухать. Асли те, Сергей ятлăскер, тепĕр çĕнтерỹ тăвать: хăй ушкăнĕнче иккĕмĕшне йышăнать. Сăмах май каласан, Александр кайран тренера нумай хутчен хăйĕн çитĕнĕвĕсемпе савăнтарнă _ Раççейĕн пĕрлештернĕ командине кĕме тивĕçлĕ пулса пилĕк хутчен çĕр-шыв чемпионатне хутшăннă, нумай призсене çĕнсе илнĕ. Хальхаççăн кăна вăл ентешсене тепĕр пысăк утăмпа тĕлĕнтернĕ _ Эстони тĕп хулинчи Европа чемпионатĕнче бронза медаль (çирĕм тултарман яшсен 62 килограмм йывăрăш категоринче) çĕнсе илнĕ, пурĕ 271 килограмм (123 Ç 148 кг). Вăлах икĕ хутчен Раççей кубокне çĕнсе илнĕ. Çĕнĕ Шупашкарти олимп резервĕсен училищине (ОРУ) лекнĕ ачан вăй-халне çирĕплетес пирки ытти тренерсем чылай вăй хуни куçкĕрет. Анчах никĕсне вăл Алманчăра, пирĕн Зиминпа хунине манар мар. Никĕс çирĕп чухне вара çурт та çирĕп. Пысăк çитĕнỹ кирек кама та хавхалантарать. Алманчăра тренерта ĕç-леме пикеннĕренпе хăйĕн воспитанникĕсем тунă пысăк результатсем пирки Николай Валерианович темĕнччен каласа кăтартма пултарать. Акă, вуннăмĕш класра вĕренекен Карсаков Алексей Раççей ăмăртăвне хутшăнмалăх туптаннă, спорт мастерĕн кандидачĕпе тан нормативсене тултарнă. Малашлăхĕ те пысăк. Эпĕ Алманчăна пырас умĕн кăна ОРУра вĕренекен Дмитрий Исаков Литвари Клайпеда хулинчи Европа ăмăртăвĕнче икĕ енлĕ кĕрешсе 207 кг штанга йăтнă, тăваттăмĕш вырăн йышăннă, Раççей спорт мастерĕн шайĕнчен чылай иртнĕ. Теприншĕн тĕлĕнмеле пек те, йывăр атлетикăпа тренировкăна çỹрекенсем хушшинче хĕр ачасем те пур.

Тĕслĕхрен, Галя Петрова пĕр çулхине Федерацин Атăлçи округĕн чемпионки пулса таврăннă, тимĕр "капăртмасене" йăтса вун пĕр хутчен республика чемпионки ятне тивĕçнĕ. Çуллен тренер ушкăнĕнчен пĕрер е икшер ачана республикăн тĕп хулинчи олимп резервĕсен шкулне илсе кайнипе те мухтанмалăх пур. Кирек хăш отрасльти пекех, спортра та тепĕр чухне кăмăл хуçăлни пулкалать. Акă, пĕлтĕр Хусанти универсиадăна кама яма суйламалли Зеленодольскри турнирах илер. Кунта Н.Зимин воспитанникĕ, маларах асăннă Александр Мышов, халĕ пĕр аслă вĕренỹ заведенийĕнче пĕлỹ пухаканскер, пысăк кăтартусемпе малалла ăнтăлнă иккен. Анчах юлашкинчен помост çине тухсан грифпа суранланать. Çавна май тиркевлĕ жюри умĕнче штангăна лайăх тĕксе кăтартаймасть. Студентсен тĕнчери уявне вара унран 40 килограмм(!) кайра пыракан дагестанец çĕнсе илет. Анчах ним те тума çук _ тỹресемпе тавлашмаççĕ. Тĕрĕссипе, Чăваш ен чысне хỹтĕлеме Алманчă паттăрĕ те хутшăнасси куç умĕнчехчĕ.

Халĕ Николай Валерианович сывлăха çирĕплетекен пĕр спорт ушкăнне тата икĕ тренировка вĕ-ренỹ ушкăнне ертсе пырать. Вĕсене виççĕмĕшсенчен пуçласа вун пĕр- мĕш классем таран арçын ачасемпе хĕрачасем (48-ăн) çỹреççĕ. Пултаруллă тренер ỹлĕмрен те çĕнĕ Мышовсем, Исаковсем, Карсаковсем, çавăн пекех Петровасем тухасса шансах тăрать.

Н. ЛАРИОНОВ

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429368 Чувашская Республика, Батыревский район, с.Алманчиково, ул.Центральная д.3
Телефон: 8(83532) 67-0-39
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика