23 ноября 2013 г.
Ноябрĕн 16-мĕшĕнче Улатăр епархийĕн пуçлăхĕ Феодор епископ Алманчăри Богоявлени чиркĕвĕнче пулса аслă литурги кĕлли ирттерчĕ. Ялти пуçлăхсемпе ватăсем, священниксемпе чиркỹ çыннисем владыкăна çăкăр-тăвапа, чечексемпе кĕтсе илчĕç. Кĕлĕ вăхăтĕнче Шупашкарти кафедральнăй соборăн хор ушкăнĕ чуна çĕклентерсе юрларĕ. Владыка чиркỹ уявне пухăннисене малашне те Турă ячĕшĕн тăрăшса пурăнма пиллесе иконăсем валеçрĕ.
Кĕлĕ вĕçленсен çынсем кивĕ чиркỹ вырăнне лартнă часовня патне пухăнчĕç, ун хыççăн ялти краеведени музейĕнче пулчĕç. Владыка хаклă хăнасен кĕнеки çине хăйĕн шухăш-кăмăлне палăртса ăшă сăмахсем çырса хăварчĕ.
Л. ЛЯЛЬКИН
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)