16 ноября 2013 г.
"Атте-анне чĕлхи _ пирĕн тăван чĕлхе, тăван сăмах. Тăван чĕлхе _ халăх чунĕ, унăн паянхи кунĕ, малашлăхĕ. Унсăрăн халăх çук. Пулас ăрăва пăхса çитĕнтересси чи малтан тăван чĕлхе хисепĕнчен, чысĕнчен килет. Шкулта пĕрремĕш предмет тăван чĕлхе пулмалла", _ тенĕ Геннадий Волков академик. Шел те, тăван чĕлхе шкулта хальлĕхе пĕрремĕш вырăнта мар. Алăк умĕнчен тĕпелелле ирттермеççĕ ăна. Хăш шкулта чăвашла пуху, линейка ирттернине курнă? Пĕлетпĕр-и е пĕлместпĕр _ вырăсла пакăлтататпăр. Çак пулăм ялсенче те хунарĕ пулсан хулари çинчен сăмах уçма та кирлĕ мар.
Патăрьел, Шăмăршă, Ел-чĕк, Комсомольски районĕсем тĕп хуларан чылай аякра вырнаçнă. Урăхла каласан, çак тăрăхсенче чăвашлăх сăпки пулмалла пек. Анчах та юлашки вăхăтра ялсенче ачасем ытларах вырăсла калаçни тĕл пулать. Тĕлĕнмелле, ашшĕ-амăшĕ чăваш _ ачи вырăс. Асламăшĕсен те мăнукĕсемпе "чĕлхисене хуçса" вырăсла перкелешмелле иккен. Унсăрăн кил-çуртра "вăрçă" тухма пултарать. Кун пирки пĕлĕшĕм пăшăрханса каласа кăтартрĕ. Кинĕ ачине вырăсла калаçма хăнăхтарать, пĕлĕшĕм вара унпа чăвашлах пуплет. Паллах, кинĕ умĕнче вырăсла калаçма тивет.
Тепĕр чухне хуларан аслашшĕ-асламăшĕ патне каникула килекен ача шакăртаттарсах чăвашла калаçнине илтме пулать. Çав хушрах ялтисем вырăсла пуплеççĕ. Мĕн каласшăн-ха эпĕ ку шухăшпа? Ача шухăш-кăмăлне ытларах эпир, аслисем, пăсатпăр. Тăван чĕлхепе калаçса, юрă-кĕвĕне юратса çитĕннĕ ача чунлăрах пулнине ăсчахсем тахçанах палăртаççĕ. Вĕсем аслисене те хисеплеççĕ. Ку вара пурнăçра _ чи кирли. Мĕншĕн тесен ватлăх куçран пăхсан пурте ачасем çине таянатпăр. Ватта сума сăвакан çамрăк ашшĕ-амăшне те пăрахмасть. "Манпа вырăсла калаçăр", _ тесе те кỹрентермест ватлăхра. Ватă енне сулăнсан çыннăн тăван кĕтес, тăванлăх, чăвашлăх туйăмĕсем вăранаççĕ. Ун чухне "тăван çĕр-шывра тĕтĕм те тутлăрах".
Пĕррехинче хулари пĕр шкулта чăваш чĕлхи вĕрентекенĕпе материал хатĕрлеме тỹр килчĕ. "Килте ачасемпе чăвашла калаçатăр пулĕ", _ ыйтрăм унтан кăсăкланса. "Ачасем тăван чĕлхене пĕлмеççĕ çав", _ терĕ вăл пĕр именмесĕр. Вĕренекенсене тарла-тарла чăвашла ăс панă вăхăтра тĕпренчĕкĕсемпе хăй вырăсла калаçни маншăн тĕлĕнтермĕш пулчĕ. Тепĕр чухне çав учителех ашшĕ-амăшне ятласа "ачисене чăвашла вĕрентмеççĕ" тет пулĕ. Вăл вара айккинче тап-таса юлать. Çакăншăн хăй çине икĕ хут çылăх илет.
Паллах, никама та ирĕксĕрлесе чăвашла калаçтараймăн. Тăван чĕлхене юратма, хисеплеме ачаран вĕрентмелле. Ахальтен мар ĕнтĕ тутарсен ача пахчи ячĕсем те тутарлах. Сăмахран, Патăрьел районĕнчи Шăнкăртамра пĕлтĕр "Сандугач" ("Шăпчăк") ятли уçăлчĕ. Патăрьелĕнчех вара _ "Сказка". Чăвашла ят тупăнман-ши вара? Тăван чĕлхене хисеплесси çакăн пек пĕчĕк пулăмсенчен пуçланать те. Республикăра чылай шкулта чăваш сăмахĕ курăнмасть, стена хаçачĕсĕр пуçне. Кун пек вĕренỹ керменĕсенче чăваш чĕлхин шăрши-марши те палăрмасть. Вĕрентекен те "иккĕмĕш сортлисен" йышăнче ахăр.
Пур шкула та пĕр виçепе виçес килмест. Пултаруллăраххисем, маттуртараххисем те пур. Тăван чĕлхене юратасси хамăртан килет. Халăха сума сусан, йăла-йĕркене упрасан, ача-пăчана пĕчĕкрен чăвашла вĕрентсен, килте анне чĕлхипе калаçсан, чăваш хаçат-журналне çырăнса илсен... _ упранса юлатпăрах. Ялтах "вырăс ачисем" çитĕнсен тăван чĕлхен малашлăхĕ пулмĕ. Кĕçĕннисене анне чĕлхине юратма аслисен вĕрентмелле. Лидия Сарине сăвăçпа килĕшсе ентешсене çапла чĕнсе кала килет:
Чăваш, чăваш!
Хăв чĕлхỹне упра!
Мĕн-ма тесен _
Эс ĕмĕрлĕх тупра.
Вара... юлатпăрах
Çак тĕнчере.
В. ПЕТРОВА.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)