Село Алманчиково Батыревского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăлăха ырă туни сăваплă

16 ноября 2013 г.

 Анне-атте ăшши... Чи хакли, чи лайăххи, йывăрлăхран тухма пулăшаканни, пурнăç çулĕпе малалла утма хăват параканни вăл. Анчах кашни ача туйса ỹсмест-çке ăна. Юрать-ха, çĕр çинче ырă кăмăллă çынсем пур. Вĕсен чун сипечĕ хăйсен пепкисемшĕн çеç мар, ют варта тĕвĕленсе çитĕннисем валли те пур.

Алманчăри Альбина Вениаминовна Карсакова пирки те çакнах калас килет. Унпа калаçнă май кăмăлĕпе пуяннине тата та ытларах ĕненетĕп. Ахальтен мар ĕнтĕ вăл мăшăрĕпе терт-нушине пĕчĕклех çителĕклĕ курнă пĕр хĕр ачана хăйсен хỹттине илнĕ, хурапа шурра, ырăпа начара уйăрма, усал ураран ỹкерме пăхсан та вăй тупма, лайăха шанма вĕрентнĕ. Паян Шупашкарти педколледжра ăс пухакан Настьăна кашни канмалли кун çĕнĕ килĕнче кĕтеççĕ. Амăшĕн çепĕçлĕхĕпе тыткăнланă хĕрарăмпа çамрăк хĕр чи çывăх юлташсем пекех пуплеççĕ. Аслипе кĕçĕн-нин пĕр-пĕрне каласа памалли çителĕклĕ _ çур çĕр иртнине те сисмеççĕ. Вĕ-сем тахçан ют çынсем пулнине халь ĕненес те килмест.

_ Ку хĕре ашшĕпе амăшĕ пирĕншĕнех çуратнă. Ахальтен мар ĕнтĕ паллакансем ăна хамăр сăнлах теççĕ, _ тет А. Карсакова пикен сăн ỹкерчĕкĕ çине пăхса. Чăннипех те вĕсене амăшĕпе хĕрĕ тесех калама пулать. Сăнĕсем çеç мар, куллисем те пĕрешкелех!

Карсаковсен çемйи ыттисенчен, çиелтен пăхсан, нимĕнпе те уйрăлса тăмасть пек. Анчах вĕсен пурнăçĕпе тĕплĕнрех паллашма пуçлатăн та _ кунта ыр кăмăллăхпа килĕшỹ хуçаланни сисĕнет. Ялти ватăсем Альбина Вениаминовнапа Анатолий Васильевич пирки "çỹпçипе хупăлчи", теççĕ. Шăкăл-шăкăл калаçса пурăнакан мăшăр Алманчăрах çуралса ỹснĕ. Иккĕн пĕр шухăшлă пулса пурнăç сукмакĕпе утма тĕп килтен уйрăлса тухса кермен пек çурт-йĕр çĕкленĕ, виçĕ ача çуратнă. Вĕсен чĕрисенче тата тепĕр ача валли те юрату çитнине çỹлти пỹлĕхçĕ питĕ лайăх курнă пуль çав. Унсăрăн вĕсен çулне Настьăннипе хĕреслентермен пулĕччĕ. Тепĕр енчен, хĕр хăй вĕсене суйласа илнĕ тесен те йăнăш мар.

Атте-анне чĕрçи çинче утьăкка сиксе ỹсмен хĕр пĕрчи çемье ăшшишĕн мĕнле тунсăхланине нимĕнле сăмахпа та ăнлантарса пама çук-тăр. Хăйне çут тĕнче парнелекенĕсем ун пирки тата аппăшĕпе чирлĕ шăллĕ çинчен час-часах маннă. Çавăнпах яваплă органсем правине туртса илнĕ. Виçĕ тăваншăн кукамăшĕн чĕри çеç çуннă. Хăйне те пулăшу кирлĕ ватăшăн хĕрĕн пепкисене ачашласа ларма, воспитани пама майĕ сахалтарах пулнă. Тăван ялĕнчен илсе кайнă хыççăн Настя Шупашкарти вăхăтлăх пурăнмалли учрежденине лекет. Çакăнта чухнех çурхи каникул вăхăтĕнче пирĕн Карсаковсем ăна хăйсем патне илсе каяççĕ. Çичĕ ютра ача çемье хăватне туйса илет, атте-анне çепĕçлĕхне курать. Тĕп хулана каялла таврăнсан пĕрре мар Альбина Вениаминовнапа Анатолий Васильевичшăн, хăйне йăмăкĕ вырăнне хурса йышшăннă тетĕшсемшĕн тунсăхлать. Ахальтен мар ĕнтĕ интерната ямалли вăхăт çитсен Алманчăнах килессишĕн тăварлă куççульпе каçсерен минтере йĕпетнĕ. Иртнĕ кунсем пирки А. Карсакова акă мĕн аса илет: "Кунтан кайсан та Настьăпа телефонпа калаçаттăмăр. Вăл час-часах пире кĕтнине систеретчĕ. Ăна усрава илес шухăш çуралчĕ пулсан та чун шикленетчĕ. Çавăн чухне вăталăх ывăл чĕрене витермелли каланă сăмахсем халĕ те асрах. "Ашшĕ-амăшне те, тăванĕсене те кирлĕ маррине туйнă Настя. Эпир те ăна пăрахсан вăл тата та ытларах хуçăлать", _ терĕ Алеша. Мăшăр та хирĕçлемерĕ. Пурте пĕр шухăшлă пулса 5-мĕш класа каякан Настьăна хамăр пата илсе килтĕмĕр. Паян вăл пире Альбина аппа, Толя тете тесе чĕнет. Хăй атте-аннех тесшĕнччĕ, хамăр хирĕçлерĕмĕр: ăна çуратнă çынсем чĕрĕ-сывă вĕт".

Малтанласа йывăрлăхсем те пулнă, анчах вĕсене çĕнтерсе пынă. Акăлчанла пĕр сăмах пĕлмен Настьăна ытларах Алеша пулăшнă. Киле панă ĕçсене те тĕрĕсленĕ. Шкулта лайăх ĕлкĕрсе пыраканскер йăмăкне те хăйĕн пек пулма хăнăхтарнă. Хĕллехи вăрăм каçсенче вара хĕр пĕрчи Альбина аппăшĕпе пĕрле алса-чăлха е çекĕлпе çыхма вĕреннĕ, аллине кăранташ тытса çут çанталăк илемне хут çине ỹкернĕ. Пултарулăхĕ пуррине кура аслисем те хавхалантарнă. Чылайăшне Альбина Вениаминовна папка ăшĕнчех упрать. Кил-çуртри, пахчари ĕç-сене те Анастасия кам та пулин хушасса кĕтсе тăмасть-мĕн. Çулла ăна час-часах çĕр улми йăранĕсене çум курăкран тасатнине е пĕчĕк пахчара чечексене шăварнине курма пулать. Урайне йĕпе мунчалапа сăтăрса илме те ỹркенмест. Улми йывăççинчен аякка ỹкмест тесе тĕрĕсех калаççĕ çав. Мĕншĕн тесен кил хуçипе мăшăрĕ иккĕшĕ те тăрăшуллă, алă усса çỹреме юратман çынсем. Выльăх-чĕрлĕхне усраççĕ, вĕлле хурчĕсем тытаççĕ.

_ Настя пирĕншĕн тăван ача пекех. Хамăн варта выртманни çеç. Вăлах ман ĕмĕте пурнăçласса шанатăп. Çамрăк чухне эпĕ учитель пулма ĕмĕтленеттĕм, апла пулин те Канаша çитсен медицина училищине заявлени парса хăвартăм. Куншăн халĕччен те ỹкĕнсе курман: профессийĕм çынсене юрăхлишĕн питĕ савăнатăп. Хĕрĕм пĕчĕк чухне сочиненисенче доярка пулас килни пирки çыратчĕ, çитĕннĕçем шухăшĕсем улшăнчĕç. Те иксĕмĕр ялан юнашар пулнăран, ман сукмакпах утасшăнччĕ. Анчах шăпа ăна педколледжа çитерчĕ. Вĕренме сывлăхĕ çеç пултăр. Эпир ăна май пур таран пулăшса тăрăпăр. Çак килтенех пиллесе качча парасчĕ, _ тет ырă кăмăллă хĕрарăм. Альбина Вениаминовнан тата тепĕр ĕмĕт пур: хĕр аллине диплом илсен унăн ашшĕпе амăшĕ патне кайса çакăн пек маттур ача çуратса панăшăн тав сăмахĕ каласси.

Нумай пулмасть Карсаковсемшĕн пысăк савăнăç пулнă: Настьăна патшалăх Патăрьелĕнче пĕр пỹлĕмлĕ хваттер панă. Çăра уççине Альбина Вениаминовна Чăваш Республикин Пуçлăхĕн аллинченех илнĕ.

О. ПАВЛОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429368 Чувашская Республика, Батыревский район, с.Алманчиково, ул.Центральная д.3
Телефон: 8(83532) 67-0-39
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика