Село Алманчиково Батыревского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Эртелпе ĕçлесен

06 ноября 2013 г.

 Ял çыннишĕн вырăнти влаç органĕ мĕнлерех вăй-хăватпа, хавалпа, ĕмĕтпе тăрăшни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Пĕр ялтан тăракан Алманчă ял тăрăхĕ пурнăçа еплерех саплаштарса пырать-ши? Эртелпе кар тăма хăнăхнă халăхăн кăмăл-туйăмĕ еплерех? Çакнашкал хăш-пĕр ыйтусене пайăрлатас шутпа эпир ял пуçлăхĕпе Георгий Михайлович Фоминпа тĕл пулса калаçрăмăр.

_ Черетлĕ çулталăк хыçа юличчен икĕ уйăх çеç темелле. Георгий Михайлович, вăл сирĕн-шĕн, ял халăхĕшĕн мĕн-ле йĕр хăварнине пĕ-тĕмлетме иртерех те мар-тăр...

_ Алманчăсем йывăрлăха яланах йышпа парăнтарма хăнăхнă. Чăн малтанах çакна каласа хăварасшăн. Николай Федоров чăваш хастарĕ хресчен хуçалăхĕ йĕркелесе вырăнта чĕрĕлĕх кĕртнĕ хыççăн çĕр ĕçченĕ кăçал ĕлĕкхиллех пысăк хавхаланупа ака-суха турĕ, мĕн çитĕнтернĕ тыр-пулпа пахча çимĕçе кар тăрса пуçтарса илчĕ. Çакă вара ял халăхне пысăк хавхалану кỹчĕ. Ĕççипе вырмана пенсионерсем те хапăлласах хутшăнчĕç. Ĕçлекенĕн енчĕкĕ тулли пулсан вара администрацине те тĕрлĕрен налуксемшĕн укçа вăхăтра кĕрет, вырăнти бюджет та пуянланать.

_ Çын кĕсйинчи кĕмĕле шутламаççĕ пулин те, халăхшăн курăмлă ĕç туса тĕллевлĕ усă курнă укçа-тенкĕ пирки мĕн каланă пулăттăр?

_ Пытарма кирлĕ мар: хальхи вăхăтра начар пурăннине юратмаççĕ, лайăх пурăннине кураймаççĕ. Эпир вара пурнăçланă ĕçсемшĕн кăкăр çапмастпăр, çапах та тăван ял тирпей-илемĕшĕн çулсеренех тăрăшатпăр. Ку вăл вырăнти хăй тытăмлăх органĕн пирвайхи тивĕçĕ.

Паянхи кун пирĕн ялта кĕрлĕ-çурлă çанталăкри пылчăкра хăйсен урамĕнчен атăпа е вăрăм кунчаллă калушпа нушаланса тухакан çук. Кашни касса йĕркеллĕ çул кĕрет. Кăçал çакнашкал юлашки "çăпана" сиплерĕмĕр тесен те юрать, "шкул тăкăрлăкĕ" текен касса ыттисем пекех йĕркене кĕртрĕмĕр, 350 метр çула тикĕслесе хăпартрăмăр, вак чул сарса хытартăмăр.

_ Çул ыйтăвĕ татăлни аван. Çапах та çитес çул бюджетпа пăхса хăварнă укçа-тенке ăçта расхутлама пăхатăр?

_ Пирĕн ял тăрăхĕнчи хăш-пĕр кассене асфальтлă çул та çыхăнтарать. Çитес çул шăпах вĕсене юсама, тирпейлеме пикенесшĕн. Унсăрăн пур япала ванса, тĕпренсе, юрăхсăра тухма та пултарать. Сăн кĕртмелли, çырма-çатрасене йĕркелемелли вырăнсем те пур-ха. Вĕсене пурне те кăçалхи евĕр чие е ытти çимĕç паракан тĕмсем лартса капăрлатасшăн: пăхса тăма та меллĕ, çисе савăнма улми-çырли те пулать.

_ Хăрах çын утти вăрах, теççĕ. Халăхпа пурăнакан халсăр та мар тени те тĕрĕсех. Эсир кирек мĕнле ĕçе те ваттине те, вĕттине те явăçтарма тăрăшатăр темелле. Эртелпе ĕçлесси çăмăл та-ха, анчах ăна йĕркелесси вара?

_ Ĕçленĕ чухне ун пекки те, кун пекки те пулать-тăр. Ял тăрăх пуçлăхĕ вăл Турă мар вĕт, пурне те юраймĕ. Çапах та хам ĕçлеме пикеннĕренпех йывăрлăхсене йышпа парăнтарма тăрăшнă. Халĕ те çаплах. Çак тĕллевпех ман çумра яланах вырăнти депутатсемсĕр пуçне кăлава канашçисем пур. Вĕсем ватă çынсем мар, çапах пурнăç курнăскерсем. Çавăнпа та шанчăклă шур сухалсемпе кирек мĕнле ыйтăва та тумитлесе татса пама çăмăл. Сăмахран, кăçал масар çинчи кĕлĕ çуртне ял халăхĕпе кар тăрса лартса хунинче вĕсен тивлечĕ те, витĕмĕ те пур. Сăваплă вырăнта халăх пĕр канмасăр çичĕ кун ĕçлерĕ. Ун пек чухне, паллах, уйрăм хастарсене асăнмасăр та хăвараймастăн. Виталий Каруев, Станислав Петров, Николай Краснов, Сергей Антипов тата ыттисем те чун-чĕререн тăрăшрĕç.

_ Георгий Михайлович, сирĕн ĕç сĕтелĕ çинче эпĕ çĕнĕ кĕнекене асăрхарăм. Яка хуплашкаллă "Каруй эртелне" вулавăшра та кашниех тытса курасшăн, паллашасшăн. Вырăнти "Чун апачĕ" мĕнлерех кăмăл-туйăмпа çуралнăскер-ши?

_ Хальлĕхе сахал тиражпа çеç кун çути курнă кĕнеке чăнах та ял халăхĕшĕн пысăк парне пулчĕ. Пирĕн ялта пурĕ вун сакăр эртел: Каруй, Кашкăр, Энтип, Петĕр, Данил, Тунтирек, Иванкка, Ирçе тата ытти те. Вĕсенчен Каруй таврашĕсем йăрăрах та чĕрĕрех курăнаççĕ, хăйсен тăванĕсен йăх-несĕлне сакăр сыпăк таран тĕпчесе, тишкерсе, май пур таран сăн ỹкерчĕксем пуçтарса кĕнеке калăплама пулăшрĕç. Т. Каруева библиотекарь ăна çулталăк хушшинче тирпейлесе кăларчĕ. Халĕ çак "чир" ыттисене те ерчĕ. Мехел çитсен ăна тăкакĕсене саплаштарса кашни эртелпех пĕрер том кăларасшăн. Ку вăл ял историйĕ те, пысăк пуянлăх та пулĕ. Çапла мар-и-ха?

Калаçăва А. ЕГОРОВА çырса илн

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429368 Чувашская Республика, Батыревский район, с.Алманчиково, ул.Центральная д.3
Телефон: 8(83532) 67-0-39
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика