23 октября 2013 г.
АЛМАНЧĂРА çĕр ĕç фирми кĕрлесе тăнă тапхăрта хастар та пултаруллă, кăтартуллă çĕр ĕçченĕсене, выльăх-чĕрлĕх пăхакансене хавхалантарма хуçалăх администрацийĕ район хаçатне хăй шучĕпе çырăнтарса паратчĕ.
Çакнашкал меслетпе "Труд", "Малалла", "Первомайск" хуçалăхсем те анлăн усă куратчĕç. Ырă пуçаруçă-ертỹçĕсене ял çыннине алă тăсса панăшăн тав тумалла çеç. Черетлĕ çырăнтару тапхăрĕнче те вĕсем ĕлĕкхи йăлана пăрахмасса шанас килет. Ыттисем те тĕслĕх илĕç.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)