Село Алманчиково Батыревского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Уйри шав _ йĕтеме

19 октября 2013 г.

Кăçал çумăр мачча каштийĕ хуçăлса аннă пекех лỹшкет те лỹшкет. Аран-аран кăшт лăпланчĕ. Апла пулин те хăй пирки аса илтерсех тăрать. Ял хуçалăх предприятийĕсенче вăй хуракансем халь типĕ кунăн кашни саманчĕпе туллин усă курма тăрăшаççĕ, çу каçипе тар тăкса тата тăкакланса çитĕнтернĕ çĕр улмине пуçтарса кĕртмеллине питĕ лайăх ăнланаççĕ. Алманчăри Н. Федоров фермер хуçалăхĕнче вăй хуракансен те 88 гектар йышăнакан "иккĕмĕш çăкăра" пухса илессишĕн сахал мар вăй хума тиврĕ. Халь кунта ана пушаннăпа пĕрех, йĕтем çинче вара шав пур-ха. Хуçалăхра тăрăшакансем тымар çимĕçе сортировкăпа усă курса вăрлăх тата сутлăх валли уйăраççĕ. Çитес çула лартма хатĕрлекенни управа конвеерпах каять. Ăна тепĕр çур валли çителĕклĕ янтăланă. Вăрлăхсене кăçал акана тухиччен çĕнетнĕ.

Шултăра çĕр улмисене сеткăсене тултарса сутма хатĕрлесе хураççĕ. Вĕсене туянас текенсем пур. Тăтăшах Чĕмпĕрпе Самара тăрăхĕнчен килсе илеççĕ. Республикăн тĕп хулине те ăсатаççĕ. Машина пĕр кăлтăксăр ĕçлет. Ăна 5 çул ытла Л. Косолапов пăхса тăрать.

О. ПАВЛОВА                                      

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429368 Чувашская Республика, Батыревский район, с.Алманчиково, ул.Центральная д.3
Телефон: 8(83532) 67-0-39
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика