Село Алманчиково Батыревского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Министр ĕç-хĕлпе кăмăллă

25 сентября 2013 г.

 Сентябрĕн 21-мĕшĕнче пирĕн районта Чăваш Республикин Ял хуçалăх министрĕ С. Павлов пулчĕ. Вăл район администрацийĕн пуçлăхĕпе Н. Глуховпа тата унăн çумĕпе, ял хуçалăх пайĕн начальникĕпе М. Калмыковпа фермер хуçалăхĕсене çитсе курчĕ.

Кĕçĕн Патăрьелĕнчи сысна ферми юлашки çулсенче пушă тăратчĕ. Ăна А. Лялькин халь арендăна илнĕ. Вăл фермер ĕçне пуçăнакансене паракан гранта тивĕçнĕ. Патшалăх укçипе тĕллевлĕ усă курса хуралтăна юсанă, унта малашне 80 пуç выльăх тытма тĕллев лартнă. "Исток" агрофирмăран 40 ĕне илме килĕшỹ тунине, çак кунсенче вĕсене çĕнĕ вырăна куçарассине пĕлтерчĕ Анатолий Петрович. Министр витене пăхса çỹренĕ май фермер ĕçĕпе кăмăллă юлчĕ.

Унтан Сергей Владимирович Алманчăри Н. Федоров фермер хуçалăхĕпе паллашрĕ. Николай Николаевич кăçал пĕрремĕш хут ака ирттерчĕ. Кунта пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсемсĕр пуçне çĕр улми те никĕсе хывнă. Халь шăпах ăна пуçтарса кĕртессишĕн тăрăшаççĕ. Суйласа тирпейленĕ "иккĕмĕш çăкăра" туянас текенсем кĕтсех тăраççĕ. Ăна Дагестана, Чулхулана тата ытти вырăна турттараççĕ.

Шупашкартан килнĕ хăна выльăх-чĕрлĕх отраслĕпе кăсăкланса фермăна çитрĕ. Алманчăсем хĕле валли хатĕрленсе çамрăк пăрусем тăракан витене тата пăрулаттаракан уйрăма тĕпрен юсанă, шуратса дезинфекциленĕ. Малалла талпăнса ĕçлеме пур услови те пур.

Тутар Сăкăтĕнчи И. Куликов фермер та республика панă грантпа усă курса ĕнесем усрама пуçласшăн. Вите тума строительство материалĕсене илсе килнĕ. Вăраха тăсăлнă çумăр çеç ĕçе пуçăнма чăрмантарать.

Министр районта ял хуçалăх отрасльне аталантарассишĕн сахал мар тăрăшнине, укçана тĕллевлĕ расхутланине курса ĕненчĕ.

О. ПАВЛОВА

СĂМАХ МАЙ КАЛАСАН...

Çĕр ытлашши нỹрлĕ пулнипе çĕр улми кăларасси вăрах пырать. Республикипе илсен лартнă лаптăксен 52 процентне пухса кĕртнĕ, гектар тухăçĕ 153 центнерпа танлашать. Пахча çимĕçе 153 гектар çинчен пуçтарнă, 70 гектар çинче кĕр тыррисем акнă.

Хуласенче иртекен "Кĕр пуянлăхĕ" ярмăрккасенче ял хуçалăхĕнче тавар туса кăларакансем 1000 тоннăна яхăн çĕр улмипе пахча çимĕç сутнă.

Районта çĕр улми 657 гектар е мĕн пур лаптăкăн 40 процентне кăларнă. Вăтам тухăç 169 центнер. "Исток" агрофирмăра сахăр кăшманне пуçтарса кĕртме тытăннă. Кĕрхи культурăсене 4000 гектар ытла акнă.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429368 Чувашская Республика, Батыревский район, с.Алманчиково, ул.Центральная д.3
Телефон: 8(83532) 67-0-39
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика