26 августа 2013 г.
Алманчăри Н. Федоров фермер хуçалăхĕнче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене пуçтарса кĕртнĕпе пĕрех. Хальхи вăхăтра комбайнсем 35 гектарта çитĕннĕ хура тул пуссинче ĕçлеççĕ. "Уй-хир карапĕсен" штурвалĕсем умне А. Французов П. Киргизовпа тата А. Чихин Станислав ывăлĕпе сывлăма хĕвел пуçтарса илсенех лараççĕ. Çĕнĕ тухăçа йĕтем çине Г. Волковпа В. Воробьев турттараççĕ. Тырра икĕ агрегатпа алласа тасатаççĕ. Кунта ятарлă бригада тăрăшать.
- Хура тулла çапса пĕтернĕ хыççăн нумай çул ỹсекен курăк вăррине тĕшĕлеме пуçлатпăр. Çумăрĕ çеç ан çутăрччĕ ĕнтĕ, - теççĕ комбайнерсем.
Хуçалăхра столовăй çуркуннеренпех ĕçлет. Уйра-хирте вăй хуракансене куллен икĕ хутчен апат çитереççĕ. Вырмара поварсем механизаторсене хире кайсах апатлантараççĕ. Техĕмлĕ шỹрпе тата тĕрлĕ пăтăсăр пуçне кукăль, икерчĕ хатĕрлеççĕ.
О. ПАВЛОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)