Село Алманчиково Батыревского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кĕрсемĕр – «Çăлкуç» алăкĕ уçă!

13 августа 2012 г.

Пасар экономики çулран-çулах тарăн тымар ярса пынă тапхăрта суту-илÿре хăвăн вырăнна тупма çăмăлах мар. Ура пусмассерен конкурентсем пулни те кал-кал ĕçлеме чăрмантарать. Анчах кирек мĕнле пулсан та алă усса ларнипех анлă çул уçăлмасть. Вăл каламасăрах паллă. Паянхи пурнăç уйрăмах кашни ертÿçе çаврăнăçуллă усламçă рольне йышăнма хистет.

Хуçан вырăнти халăхпа пĕлсе те килĕшÿллĕ ĕçлемелле, унăн пурнăçне ăнланмалла, шухăш-кăмăлне шута илмелле. Çавăн чухне çеç ăнăçу савăнтарĕ. Иртнĕ шăмат кун Алманчăра “Çăлкуç” закусочнăя ытахальтен е ячĕшĕн çеç уçмарĕç. Ĕçчен те тăрăшуллă халăх пурăнакан ялта çак ыйту пиçсе çитнĕ темелле. Мероприятие пуçтарăннă ял ĕçченĕсем çакăншăн кăмăлтан хĕпĕртерĕç.

Хăйне евĕр истори пĕлтерĕшлĕ уява ватти те, вĕтти те пуçтарăннă. Ял тăрăх пуçлăхĕ Г. Фомин пурне те çак ятпа саламланă май чăн малтанах ял халăхĕн малашне кану культурине тата ытларах çивĕчлетмеллине каларĕ.

– Патăрьел райповĕн Сăкăтри хуçалăх расчетлă суту-илÿ предприятийĕ пирĕншĕн питĕ кĕске вăхăтра (икĕ уйăхра) хăтлă суту-илÿ кĕтесĕ туса пачĕ. Вăл ыттисенчен пур енĕпе те уйрăлса тăрать. Кунта кану каçĕсем, çуралнă кунсем, юбилейсем ирттерме мĕн пур услови çителĕклĕ. Хулари лайăх кафесенчен пĕрре те кая мар. Çавăнпа та “Çăлкуçа” вараланма, нĕрсĕрленме парас мар тесен, пирĕн пĕрле ĕçлемелле, культурăллă канма хăнăхмалла,–терĕ вăл кĕскен.

Хĕрлĕ хăйăва касса ĕлĕкхи йăла-йĕркепе кăпăшка кулачăна тутаниччен райпо председателĕ П. Перепелкин хăй ячĕпе Алманчăсене çакнашкал пысăк парне тунă ятпа саламларĕ. Сăкăтри ХРТП директорĕ Е. Иванов тăрăшнипе сахал вăхăт хушшинче райпо лавкки шутланакан вырăна перекетлĕ усă курса закусочнăя хута яни питĕ пĕлтерĕшлĕ. 1981-мĕш çулта колхоз вăйĕпе хăпартнă магазинăн çурчĕ юсаса тăнă пулсан та шалтан та, тултан та кивĕ сĕмлĕ. Халĕ вара унăн пĕр пайне – кану вырăнне (çаплах калас килет) палласа илме те çук. Ялта вăл паян улттăмĕш суту-илÿ точки.

– Паян районти 56 ялта 252 магазин ĕçлет. Вĕсенчен 87-шĕ çеç районти потребительсен обществин шутланаççĕ. Ыттисем вара уйрăм хуçасен, предпринимательсен. Ăмăртăва танлаштарма та йывăр. Çакнашкал шайлашура та пирĕн райпо çĕнĕ ĕç вырăнĕсем уçма пултарнине, магазинсене паянхи кун шайĕпе юсанине ырламалла çеç, – хавхаланса калаçрĕ райадминстрацин экономика пайĕн пуçлăхĕ Г. Иванова.

Мероприятие хутшăннисене Патăрьелĕнчи çăкăр завочĕн директорĕ Л. Кузнецова саламларĕ, хăйсем кăларакан продукцисемпе анлăн усă курма сĕнчĕ. Хальхи вăхăтра вĕсен ассортименчĕ çав тери пуян. 76 тĕрлĕ тавар пурте магазин сентри çинче пулсан, вăл тулсах кайĕ.

Ку таранччен районта Алманчăри евĕр закусочнăйсем вун иккĕ пулнă. Вун виççĕмĕшĕ вара иртнĕ эрнере çак ялсемшĕн ĕçлесе кайрĕ. Вырăссем асăннă цифрăна темĕн сăлтавпа ăнăçсăррисен шутне кĕртеççĕ. Аламаланма тăрăшман халăхшăн вăл телейли шутлантăрах.

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429368 Чувашская Республика, Батыревский район, с.Алманчиково, ул.Центральная д.3
Телефон: 8(83532) 67-0-39
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика