Село Алманчиково Батыревского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Малти пулма çăмăл мар

16 ноября 2011 г.

Ялта тутлă ыйха татса чи малтан вăранакансем – выльăх-чĕрлĕх пăхакансем. Кĕрлĕ-çумăрлă çанталăк та, асар-писер тустаракан çил-тăман та хăратмасть вĕсене: ĕç вырăнне вăхăтра çитмелле, сăвăма пуçăнмалла.

Ленин ячĕллĕ çĕрĕç фирминчи комплексра 180 ĕне шутланса тăрать. Паянхи кун кашни ĕнерен çуршар пăта яхăн сĕт сăватпăр. Сăвăм япăх мар, пĕлтĕрхинчен ытларах. Вăл ĕне чĕлхи çине паха апат хунинчен те килет. Халĕ куллен вĕсене çирĕмшер килограмм сенаж, 8 килограмм утă, 5 килограмм ытларах пусыпкă паратпăр. Продукци илессине лайăхлатса пырас ĕçре тĕп кĕтĕве çĕнетессине те мала хуратпăр. Ăна улăштаракан ушкăн та пур. Пушмак пăрусен шучĕ 60 пуç. Владимир облаçĕнчен тата 30 çамрăк пăру илсе килтĕмĕр.

Палăртнă тĕллевсене çулсерен ăнăçлă пурнăçласа пынин тĕп вăрттăнлăхĕ, ман шутпа, ĕçе малтанхи çулсенчи тĕслĕхе тĕпе хурса йĕркелесе пыма пĕлнинче. Рынок тапхăрĕнчи хаксем ирĕклĕ, çавна май тепĕр чухне лару-тăрăва ăнланса илме, тивĕçлĕ пĕтĕмлетÿсем тума та çăмăлах мар. Ял-хуçалăх продукцине туса илнĕ тата сутнă чухне çакă уйрăмах паллă. Çавăнпа та сĕте хаклăрах хакпа йышăнакан çĕре ăсатма тăрăшатпăр.

Ял хуçалăх çулталăкĕ вĕçлениччен вăхăт пур-ха, çавна май татăклă пĕтĕмлетÿсем тумастпăр. Апла пулин те ăна япăх мар кăтартусемпе вĕçлессе пĕлсе тăратпăр, тупăш пайĕ те иртнĕ çулхинчен кая мар пулмалла.

Ĕç ăнăçлăхĕ – канăçсăр чун-чĕреллĕ çынсем ырми-канми тăрăшнинче. Уяв ку-нĕнче манăн вĕсене ятран асăнса иртес килет. Валентина Каруева, Анфиса Антипова, Альбина Кузнецова дояркăсем ирпе каç та аллăшар ĕне сăваççĕ. Маларах ĕçленĕ Галина Французова, Ираида Осипова, Нина Чихинăран вĕсем кирлĕ ĕç хăнăхăвне илсе юлнă. Унчченхи кадрсем маншăн ют мар. Ертсе пырас ĕçе кÿлĕнни хамăн та виççĕмĕш теçеткене вакларĕ. Коллектив кайрисен шутĕнчех пулман çак хушăра. Мала тухма вара çăмăл мар. Йышлăн ĕçлеместпĕр эпир. Выльăхсене апат валеçессине те хам çине илнĕ. Витери оборудованисене В. Гаврилов слесарь пăхса тăрать. Л. Стихова техник-осеменатор та ĕнесене пăрулаттарса дояркăсем патне куçарассине хăй çине илнĕ.

Ĕç условийĕсем тивĕçтереççĕ пире. Паха сĕт сума майсем пур, тупăш çакăнтан та кĕрет-çке. Çавна май кирек хăш ял хуçалăх çулне пĕтĕмлетнĕ чухне те район шайĕнче пирĕн кадрсен ĕçне вырăна хураççех. Çакă хавхалантарать, малашне тата тăрăшарах ĕçлеме хис-тет.

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429368 Чувашская Республика, Батыревский район, с.Алманчиково, ул.Центральная д.3
Телефон: 8(83532) 67-0-39
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика