Село Алманчиково Батыревского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хĕвел çаврăнăш çитĕнтереççĕ

24 августа 2011 г.

Укçа тăвасси нихăçан та çăмăл пулман. Ял хуçалăх производствинче вара кашни пусшăн хĕлĕн-çăвĕн тăрăшмалла. Кунта вырсарникунĕ те, уявĕ те çук. Кĕмĕлне ытларах кĕртес тесен çĕнĕлĕхсемпе те усă курма тивет. Акă, Ленин ячĕллĕ агрофирмăра кăçал хĕвел çаврăнăш акса ÿстернĕ. Кÿршĕ регионта, Чĕмпĕр тăрăхĕнче ăна çитĕнтернине пурте пĕлетпĕр-ха, анчах кун пек тĕслĕх районта пулманччĕ. 100 гектарта çитĕнекен культура халь сап-сарă чечекре ларнăран аякранах курăнать.

–Маларах Чĕмпĕр тăрăхĕнчи пĕр хуçалăха кайса технологийĕпе паллашрăмăр, унтан вăрлăхне те хăйсенченех туянтăмăр. Пĕр гектар пуçне 5 килограмм вăрлăх кирлĕ, çакна шута илсе акрăмăр. Хĕвел çаврăнăшăн пуçĕ ытлашши те пысăк пулмалла мар иккен: усăнса аннипе пуçтарса илме йывăрланать, – тет Ленин ячĕллĕ агрофирмăн ертÿçи Ю.Попов.

Вырма вĕçленнĕ тĕле хĕвел çаврăнăш та пиçсе çитет. Ăна пуçтарса кĕртме тĕш тырă выракан комбайнсемпех, ятарлă хушма хатĕре çирĕплетнĕ хыççăн, усă курма палăртнă.

 


Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429368 Чувашская Республика, Батыревский район, с.Алманчиково, ул.Центральная д.3
Телефон: 8(83532) 67-0-39
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика