18 мая 2011 г.
Лима хулинче (Перу) яшсем хушшинче йывăр атлетика енĕпе иртнĕ ăмăртăва 300 ытла спортсмен хутшăннă. Унта Раççей пĕрлештернĕ командин членĕ, Чăваш Республикин представителĕ, Раççей спорт мастерĕ, Алманчă шкулĕн выпускникĕ А.Мышов та хăйĕн пултарулăхне кăтартнă. 50 килограмлă виçеллисем хушшинче штанга йăтассипе Александр 89 килограмм çĕклесе (рывок) виççĕмĕш, кăкăр çинчен (толчок) 106 килограмм тĕртсе тăваттăмĕш вырăн йышăннă. Пĕтĕмĕшле вара виççĕмĕш вырăна тухнă Таиланд штангистне пĕр килограмм çеç выляса ярса ентешĕн тăваттăмĕш вырăнпа çырлахма тивнĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)