Село Алманчиково Батыревского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Халăхпа пĕрле, халăхшăн

29 января 2011 г.

Çĕнĕ çул пуçламăшĕнче кирек кам та черетлĕ тепĕр тапхăр мĕнле иртнине пĕтĕмлетет.

2010 çул Алманчăсемшĕн мĕнпе асра юлнă-ши; Çак ыйтупа кăсăкланса пирĕн хаçат сотрудникĕ ял поселенийĕн пуçлăхĕпе Г.Фоминпа тĕл пулса калаçнă.

–Кашни çулталăкăн хăйĕн палли. Георгий Михайлович, сирĕншĕн, ял поселенийĕшĕн вăл мĕнле ырă пулăмсемпе паллă пулса юлчĕ;

– Чăн малтанах Чăваш Республикинчи муниципалитет пĕрлешĕвĕсен Канашĕ поселенисем хушшинче йĕркеленĕ конкурсра çĕнтерсе “Чи лайăх ял поселенийĕ” ята çĕнсе илнипе. Çак сăлтавпа тивĕçнĕ укçа–тенке вара ял халăхĕн пурăнмалли условине лайăхлатас, урамсемпе тăкăрлăксенчи çулсене хăпартса тирпейлеме ятăмăр. Ку ыйтупа малалла та ĕçлĕпĕр.

Маларахри çул та пирĕншĕн ăнăçлисен шутĕнче çырăнса юлчĕ. Ун чухне социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн кăтартăвĕпе республикăри 126 ял поселенийĕ хушшинче пĕрремĕш вырăн йышăнса 200 пин тенкĕ выляса илтĕмĕр. Ăна вара ялти культура çуртне шал енчен тирпейлеме усă куртăмăр. Хăтлă культура вуча-хĕнче вара час-часах тĕрлĕрен мероприяти иртет. Вĕрентекен çулталăкне халалласа педагогсен коллективĕ çеç тăватă хутчен ял халăхне концертпа савăнтарчĕ.

–Ял поселенийĕ яланах халăхпа пĕрле пулмалла, халăхшăн ĕçлемелле. Çак тĕп тĕллеве тытса пыма тăрăшатăр-и;

–Паллах. Халăх шанăçне тивĕçтернипех пулĕ иртнĕ çулхи юпа уйăхĕн 10-мĕшĕнче иртнĕ суйлавра Алманчăсен пысăк пайĕ ял поселенийĕн пуçлăхĕн тилхепине тытса пыма манах шанчĕç. Пĕччен сурнипе нихăçан та кÿлĕ пулаймĕ. Малашне те ял халăхĕн ыйтăвĕсене татса парас ĕçре ял поселенийĕн депутачĕсемпе, хисеплĕ ватăсемпе, ял хастарĕсемпе татса пама тăрăшатпăр. Халăх «тарçисенчен» уйрăмах М.Горбунова шкул директорĕн, Л.Хадарова садик заведующийĕн пысăк хастарлăхне палăртса хăвармалла. Сăмах май каласан, 2010 çулта çырăнса юлнă ырă йĕр татах та пур. Районти конкурсра пирĕн ялти “Василек” ача сачĕ “Чи тирпейлĕ вĕрентÿ объекчĕ” номинацире çĕнтерÿçĕ пулчĕ.

–Республика Президенчĕ М.Игнатьев Патшалăх Канашне янă Çырура çамрăксене пысăк ĕçсенче шанмаллине, вĕсене май пур таран пулăшса пымаллине каларĕ. Сирĕн ял поселенинче çак тĕллевсене пурнăçа кĕртме мĕнле майсем пур;

–Паян, паллах, ялта çамрăксем валли вырăна юлса тĕпленсе ĕçлеме ĕç объекчĕсем сахалтарах. Ял халăхĕ, вăл шутра çамрăксем те, ытларах выльăх-чĕрлĕх усраса, тĕрлĕрен культура акса-лартса пурнăçа сыпăнтарса пыраççĕ. Пытарма кирлĕ мар, ыттисем пекех ют облаçсене кайса ĕçлекенсем те йышлă. Çапах та эпир çамрăк çемьесене тĕрлĕрен программăна явăçтарса çурт-йĕр çавăрма çăмăллăхсем туса паратпăр. Хальхи вăхăтра çак тĕллевпе 16 çемье черетре.

Вăрçă ветеранĕсемпе, салтак арăмĕсемпе çыхăннă программăсене те хутшăнатпăр. 2010 çулта тăватă салтак арăмĕ хваттерлĕ пулмалли сертификатсене илчĕç.

–Георгий Михайлович, кулленхи ыйтусене епле татса пыратăр;

–Чылай чухне йывăрлăхсене çĕнтерме пĕрлехи вăй, ăнланулăх пулăшать. Сăмахран, кăçалхи хĕл юртан нихçанхинчен те пуян. Ялти урамсене вăхăтра тасатса тăмасан аялах пулса кайăн. Иккĕмĕш çул ĕнтĕ эпир ку ыйтăва Яманчурел карьерĕн пуçлăхĕ Г.Петров пулăшнипе ăнăçлă татса пыратпăр. Çакă пушар хăрушсăрлăх йĕркине пăхăннипе те çыхăннă. Сăмах май каласан ку тĕлĕшпе пирĕн ялсем питĕ сыхă. Инкек-синкекрен Турă сыхлатăр та, пĕлтĕр пирĕн ял поселенинче пĕр пушар та пулман.

–Тавах сире уçă калаçушăн. Çăмăл мар “лава” иккĕмĕш хут кÿлĕнсе туртма сире вăй-хăват, ăнăçу сунатăп.

–Тавтапуç.

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429368 Чувашская Республика, Батыревский район, с.Алманчиково, ул.Центральная д.3
Телефон: 8(83532) 67-0-39
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика