Село Алманчиково Батыревского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ячĕпе сумлă, ĕçĕпе хисеплĕ

01 декабря 2010 г.

Ленин ячĕллĕ çĕр ĕç фирмин тĕп директорĕн çумне Н.А.Никитина ялта пĕлмен çын çук. Николай Александрович ватти-вĕтти умĕнче ячĕпе сумлă, ĕçĕпе хисеплĕ. Алманчă ялĕнче çуралса ÿссе пурнăç çулĕ çине тăнă вăл. Ашшĕ, Александр Николаевич, вăхăтсăр çĕре кĕнĕ. Умлă-хыçлă çитĕнекен ывăлĕсене Лиза аппан пĕччен çитĕнтерме тивнĕ. Николай пĕртăвансенчен асли пулнă. Çавăнпа та хуçалăхри арçын ĕçĕсем çамрăклах ун çине тиеннĕ.

Н.Никитин ялти шкултан сакăр класс вĕренсе тухсанах “Ленинец” колхоза тракторист çумĕ пулса ĕçлеме кайнă. Çав вăхăтрах каçхи шкулта вĕреннĕ. 1975-1977 çулсенче çар хĕсметĕнче пулнă, Литвана ракета çарне лекнĕ. Салтак тивĕçне тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланăран Николай Александровичшăн тав туса çемье ячĕпе пĕрре мар ăшă çыру янă. Çĕр-шыв умĕн-чи тивĕçне пурнăçланă хыççăн каччă каллех хурçă ут çине ларнă.

Н.Никитин кирек мĕнле ĕçре те пултарулăхпа, тăрăшулăхпа, вашаватлăхпа уйрăлса тăнă. 1980 çул пуçламăшĕнче ăна яваплă ĕçе–уй-хир бригадин бригадирне лартаççĕ. Çамрăк специалист хăйĕн ĕçне тÿрех хăнăхать, халăхпа пĕр чĕлхе тупса ĕçлет. Çакă вара ĕç тухăçлăхне ÿстерме, производствăри кăтартусене ла-йăхлатма пулăшать. Ахальтен мар ĕнтĕ вăл Пĕтĕм Союзри ял хуçалăх куравне хутшăнса пăхăр медаль çĕнсе илнĕ.

Ĕçчен арçын хăйĕн пултарулăхне тĕрлĕ çĕрте тĕрĕслет. Каярахпа вăл лаша, сысна, сурăх фермин коллективĕсене ăнăçлă ертсе пырать, районти ăмăртусенче те палăрать. Ултă çул ĕнтĕ Ленин ячĕллĕ çĕр ĕç фирмин тĕп директорĕн çумĕ пулса тăрăшать, халăхпа пĕр чĕлхе тупса ĕçлеттерет. Савнăçра та, хуйхă-суйхăра та пĕр çемьери пек вĕсем. Çавăнпа хисеплеççĕ те Николай Александровича çĕр ĕç фирмин ĕçченĕсем.

Çемьере вара вăл юратнă та ырă кăмăллă мăшăр, атте. Вăтăр çул вĕсем Туçа хĕрĕпе, Раиса Георгиевнăпа çемье чăмăртани. Вăхăт çĕмрен пек хăвăрт шăвать. Халĕ Никитинсен хĕрĕ те, икĕ ывăлĕ те çитĕннĕ. Татьяна Шупашкарта шăл тухтăрĕнче тăрăшать, çемьеллĕ. Саша–финансист. Анатолий вара Шупашкарти милицисем хатĕрлекен академинчен вĕренсе тухнă хыççăн салтака кайма хатĕрленет.

Килĕшÿре, ăнланура–вăй, тĕрек, хавхалану. Лиза аппан виçĕ ывăлĕ те килĕштерсе пурăнаççĕ. Çакăншăн савăнать те амăшĕ. Пурнăçра кунтан ытла мĕнех кирлĕ-ха; Пĕртăвансен çапла пулмалла та.

Петя Чулхулара пĕр районти шалти ĕçсен пайĕн пуçлăхĕнче ĕçлет. Милици подполковникĕ хăйĕн ĕçĕнче питĕ хисеплĕ. Юра вара хăйĕн çемйипе ашшĕ-амăшĕ пехилленĕ çурта тытса, çĕнетсе тăрать.

Никитинсем Алманчăра ырă тĕслĕхлĕ çемье пулнă. Халĕ те çак хисепе çĕре ÿкермеççĕ.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429368 Чувашская Республика, Батыревский район, с.Алманчиково, ул.Центральная д.3
Телефон: 8(83532) 67-0-39
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика