Село Алманчиково Батыревского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » АЛМАНЧĂ ШКУЛĕНЧЕН КИЛНĕ ХЫПАРСЕМ

12 марта 2010 г.

Уроксем кăмăллă иртеççĕ

Алманчăри вăтам шкулта «Тăван ен культурине» 12-мĕш çул Н. Никитина вĕрентет. Урокра ачасем Тăван ен историне, çут çанталăк пуянлăхне, авалхи йăхташăмăрсен йăли-йĕркине, чĕлхине, культурине вĕренеççĕ. Наталия Петровна уроксене проектлă майсемпе ирттерет: ачасемпе ĕçленĕ чух электронлă материалпа çеç усă курмасть, ачасене хăйсене те çакăн евĕр ĕçсем тума хăнăхтарать. Ачасем «пĕчĕк çĕр-шывăмăра» тĕпчесе презентацисем хатĕрлеççĕ. Акă, Сымкина Любăпа Иванова Маша Алманчă ялĕнчи «Турра тĕне кĕртни» ячĕпе («Крещение Господня») купаланă чиркÿ çинчен, Гаврилова Любăпа Хадарова Снежана – «Тăван ялăм, Алманчă», Карсаков Алексей Алманчă ялĕнчи фельдшерпа акушер пункчĕ, Петрова Светăпа Карсакова Марина Ленин ячĕллĕ çĕр ĕç фирми çинчен презентацисем хатĕрлерĕç. Çакнашкал майпа уроксем интереслĕ иртни, предмета вĕренес туртăм ÿснине пĕлтереççĕ ачасем.

Вулавăшпа çывăх паллашрĕç

5-мĕш класс ачисем Алманчăри вулавăша çул тытрĕç. Т. Каруева библиотекарь ачасене «Тăван ен. Тăван ял. Эпир мăнаçланакан çыннăмăрсем» темăпа паллашу сехечĕ ирттерчĕ. Алманчă ялĕнчен Аслă вăрçа тухса кайнă ветерансем çинчен, Афган вăрçине хутшăннă çамрăксем, Ленин ячĕллĕ çĕр ĕç фирми çинчен калакан буклетсемпе паллашрĕç. Юлашкинчен ачасем библиотекăра хатĕрленĕ «Тăван ял, епле эп сансăр» презентаци пăхрĕç.

Паттăрлăх сехечĕ

Алманчăри вăтам шкулта ачасене çарпа патриотла воспитани парас енĕпе уйăхлăх иртрĕ. Çавна май, Т. Каруева библиотекарь 4-мĕш класс ачисемпе (вĕрентекенĕ В. Никитина) тăван халăхăн Аслă вăрçă çулĕсенчи харсăрлăхĕпе паттăрлăхĕ, чăтăмлăхĕ çинчен калаçу сехечĕ ирттерчĕ. Мероприяти тĕлне библиотекăра «Çулăм витĕр тухнă Çĕнтерÿ» кĕнеке куравĕ йĕркеленĕ.

 

КОНКУРСРА çĕНТЕРЧĕç

Шкулта «Зарница» вăйă, вăрçăпа çыхăннă юрăсен конкурсĕ иртрĕ. «Зарницăра» кĕçĕн классем хушшинче 4-мĕшсем, вăтам классенчен 6-мĕшсем, аслă классенчен 9-мĕшсем çĕнтерÿçĕ пулчĕç.

Вăрçăпа çыхăннă юрă конкурсĕнче 3-мĕш, 5-мĕш тата 11-мĕш классем мала тухрĕç.

А. НИКИТИНА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429368 Чувашская Республика, Батыревский район, с.Алманчиково, ул.Центральная д.3
Телефон: 8(83532) 67-0-39
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика