Село Алманчиково Батыревского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Алманчăсем айккинче юлман

23 января 2010 г.

Кăшарни уявĕ Алманчăсемшĕн пушшех те çывăх, мĕншĕн тесен кунти чиркÿ те Иисус Христос Туррăмăра шыва кĕртни ячĕллĕ. Çак кун чиркÿ настоятелĕ Петр атте кĕлĕ ирттернĕ хыççăн ял çыннисем чылайăшĕ Шăнкăртам çырми еннелле утнă. А. Косолапов, А. Петров, Г. Пахомов, Н. Лукьянов хастар ертсе пынипе маларахах пăра касса тирпейлесе хунă, шыва кĕрекенсем валли кирлĕ услови тунă.

Турра ĕненекенсем пĕрин хыççăн тепри сăвапланă шыва кĕрсе чунĕсене тасатнă. А. Чихин, Л. Киргизов, Ю. Михеев ыттисемшĕн кăтартуллă пулса чăн малтан сивĕ шыва виçĕ хутчен чăмса тухнă.

Юлашкинчен пĕрле вĕри чей ĕçнĕ.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429368 Чувашская Республика, Батыревский район, с.Алманчиково, ул.Центральная д.3
Телефон: 8(83532) 67-0-39
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика