Яндобинское сельское поселение Аликовского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Паттăрсен ячĕсем çухалмаççĕ

22 июня 2018 г.

Çичĕ теçетке çул ытла ĕнтĕ эпир хаяр вăрçă хирĕнчен таврăнман паттăрсен ятне асра тытатпăр. Çĕнĕ ăрăва телейлĕ пурнăç парассишĕн тăрăшнă, хăйсене шеллемесĕр Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче хăюллăн çапăçнă ветерансем умĕнче пуç таятпăр.

Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 73 çул иртнĕ хыççăн тăван çĕр çине Муркаш районĕнчен тухнă Хĕрлĕ Çар салтакне Тимофей Перкова каялла тавăрнă.

Кăçалхи апрелĕн 10-мĕшĕнче Ингушети çĕрĕ çинчи Малгобек районĕнче шырав ĕçĕсем ирттернĕ чухне тинĕс пехотин 62-мĕш уйрăм бригадин 2-мĕш ротăри салтакăн виллине тупнă. Ăна Чулхулари тата Ингушетири шырав отрячĕсем асăрханă. Тимофей Никифорович Перковăн ÿчĕ пулнине вара патронти икĕ гильзăран хăй ăсталанă медальонри çырăвĕ тăрăх пĕлнĕ.

Шăп та шай çав вырăнсенчех вара пирĕн ентеш Юнтапа тăрăхĕнчи Андрей Аркадьевич Аркадьев вăрçă ветеранĕ те харсăррăн çапăçнă. Ăна 1942 çулта çара илнĕ. Водкинск хулинче çар училищинче вĕреннĕ. Август уйăхĕнче çамрăк вăрçа кайнă. Çапăçусенче харсăрлăхпа палăрнă вăл. Орджоникидзе, Моздок хулисене ирĕке кăларнă çĕре те хутшăннă. Вĕренÿ хыççăн Андрей Аркадьевич 10-мĕш гварди корпусĕнче çапăçнă.

Новороссийск хулине нимĕçсенчен ирĕке кăларнă чухне те çапăçусем хаяррăн иртнĕ. Андрей Аркадьевăн çав вăхăтра ури аманнă. Сипленме ăна Кисловодск хулинчи госпитале янă. Унта тăватă уйăх сывалнă хыççăн вара салтак Моздок хулинчи ротăна ăсаннă. Комсорг тата рота командирĕн пулăшаканĕн тивĕçне пурнăçланă. 1944 çулта Армавир хулин авиаци училищине вĕренме кĕнĕ. Тĕрлĕ самолетпа вĕçме хăнăхнă.

Тимофей Перков салтакăн ÿтне илсе килнĕ ятпа Муркаш районĕнче митинг йĕркеленĕ. Шăпах çавăн чухне делегаци Элĕк çынни Ингушети Республикинче çапăçнине пĕлнĕ те Юнтапа ял тăрăхĕнче пурăнакан Андрей Аркадьев вăрçă ветеранĕ патне хăнана килнĕ. Çавна май Юнтапа ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Анатолий АнаньевЧечен тата Ингушети Республикисенчен килнисене тата ентешĕмĕрсене тăван çĕр çине таврăнма пулăшакан шырав отрячĕсене тав тунă.

Муркаш тата Элĕк çар комиссариачĕн комиссарĕ Владимир Казаков, Чечен Республикин Пуçлăхĕн Чăваш Енри представителĕ Салман Майрукаев, Ингушети Республикин Малгобек хулин администраци пуçлăхĕн çумĕ Адам Хамхоев, Ингушетинчи «Раççей шырав юхăмĕн» регионти уйрăмĕн ертÿçи Беслан Дзейтов, Чулхула облаçĕн «Курган» шырав отрячĕн ертÿçи Федор Дроздов, Чечен Республикинчи «Раççей шырав юхăмĕн» регион уйрăмĕн ертÿçи Иса Сардалов ветеран патĕнче пулнă май чĕрене ыратупа çунтаракан сăмахсем каланă. Вĕсем кашниех вăрçă салтакĕсене килĕсенех таврăнма май паракан шырав отрячĕсене хутшăнакансене тав тунă, вăрçăри кашни çапăçу тарăн йĕр хăварнине палăртнă, вăрçă историйĕн саманчĕсене аса илнĕ.

Юлашкинчен сумлă делегаци Андрей Аркадьевич ветерана тата Нонна Семеновна мăшăрне Аслă Çĕнтерÿ парнеленĕшĕн, çĕршыва вăрçă хыççăн ура çине тăратма пулăшнăшăн тав тунă.

Анжелика СИЛИВЕСТРОВА.

22 июня 2018
11:06

"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429256, Аликовский район, с. Яндоба, ул. Школьная, д. 8
Телефон: 8(83535) 65-2-23
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика