24 апреля 2018 г.
Кăçал Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерÿ тунăранпа 73 çул çитет. Çавна май районта «Çĕнтерÿ Ялавĕ умĕнчи часовой» патриотла акци старт илнĕ. Вăл «Эпир - Аслă Çĕнтерĕвĕн эткерĕсем» девизпа иртет. Çĕнтерÿ Ялавĕ районти пур шкула та çитет. Çак акци çитĕнсе пыракан ăрăва Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин историне хисеплеме тата асра тытма вĕрентĕ. Вăл майăн 9-мĕшĕнче Элĕкри вăтам шкулта вĕçленет.
Çĕнтерÿ Ялавĕ - совет халăхĕн, фашистла Германин хĕç-пăшаллă вăйĕсене тĕп тунипе çыхăннă официаллă символĕ. Ăна апрелĕн 19-мĕшĕнче Юнтапари вăтам шкула илсе килнĕ, пĕрремĕш хутра вырнаçтарнă. Çавна май мероприяти йĕркеленĕ. Вĕренекенсем çак кун вăрçă çинчен сăвăсем каланă, юрăсем юрланă, Çĕнтерÿ Ялавĕн историйĕпе паллашнă. Çак тапхăртан пуçласа Çĕнтерÿ ялавĕ патĕнче хисеплĕ хурал тăрĕ.