Кĕркуннехи каникул - çĕнĕ вĕренÿ çулĕнчи пĕрремĕш кану вăхăчĕ темелле. Икĕ уйăх хушшинче ачасен çуллахи каникул тапхăрĕнче пухнă вăй-халĕ те иксĕлмен, апла пулин те вĕренекенсем çак канăва темрен ытла кĕтеççĕ.
Çула çитмен çамрăкăн канăвне усăллă йĕркелесси вара районти вĕренÿ пайĕпе ашшĕ-амăшĕн пĕрлехи тивĕçĕ темелле. Çакна тĕпе хурса çулсеренех шкул ачисене каникул вăхăтĕнче хула тулашĕнчи лагерьсенче канма пĕтĕм услови туса паратпăр. Сăмахран, кĕркуннехи каникул вăхăтĕнче, ноябрĕн 1-7-мĕшĕсенче, Питĕшкасси, Юнтапа, Тавăт тата Элĕк вăтам шкулĕсенче пĕлÿ илекен 18 ача «Жемчужина Чувашии» лагерьте сывлăха çирĕплетме пултарчĕç. Канакансем хушшинче тĕрлĕ категорири ачасем пулнине палăртмалла. Путевка хакĕ пĕтĕмĕшле 5250 тенкĕ пулнă пулсан, ашшĕ-амăшĕ çемье тупăшне кура унăн 20 е 30 процентне тÿленĕ.
2017 çулта шкул ачисене хула тулашĕнчи лагерьсенче канма районта пурĕ 800 пин тенкĕ уйăрнăччĕ. Çулталăк хушшинче Элĕк енри 130 ача сывлăхне çирĕплетме, каникулсене усăллă ирттерме пултарчĕ.
Шкул çумĕнчи лагерьсен ĕçне йĕркелеме вара 850 пин тенкĕ пăхса хăварнă, унпа 530-а яхăн ача килтен аякка каймасăрах çан-çурăм пиçĕхлĕхне ÿстерчĕ, вăхăта савăнăçлă ирттерчĕ.
Людмила КУЗНЕЦОВА,
районти вĕренÿ пайĕн аслă методисчĕ.