25 сентября 2018 г.
Ял-салара çĕнĕ çулсем туни яланах паллă та пĕлтерĕшлĕ пулăм пулнă. Çакă ялта тĕпленнисене хăтлă пурнăç условийĕсем туса пани çеç мар, аталанмалли тĕп çул-йĕр те шутланать. Çавăнпа та пирĕн çĕршывра çĕнĕ çулсем тăвасси çине калама çук пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин ялсене аталанма ура хуракан тĕп сăлтава пĕрре мар палăртнăччĕ. «Çулсем пĕчĕк пахалăхлă пулни ялти пурнăç условийĕсене лайăхлатас тĕлĕшпе тунă мĕнпур ĕçе чарса лартать. Çавăнпа та чи малтанах транспорт сетьне юсаса тивĕçлĕ шая çитермелле», - пĕлтернĕччĕ Владимир Владимирович «сенкер экранпа» тÿрĕ лини ирттернĕ чухне.
Ку тĕлĕшпе Элĕк районĕнче те пысăк ĕçсем туса ирттереççĕ. Çулсеренех район тата республика пĕлтерĕшлĕ çулсене юсанипе пĕрлех, ялсенчи çулсене те вак чул сарса тикĕслеççĕ.
Иртнĕ кунсенче Юнтапа тăрăхĕнчи Чулкаçра пулса курма тÿр килчĕ. Тип-тикĕс çулпа Цветочнăй урампа иртетĕп. Унччен çуркунне-кĕркунне йĕпе-сапа вăхăтĕнче асăннă урама автотранспортпа кĕрсе тухма чăрмавлăччĕ. Шăтăк-путăкĕ ытла та тарăн пулнăран ахаль çынсен автотранспорчĕ çеç мар, васкавлă пулăшу машини кĕрсе ларнă тĕслĕхсем те пĕрре мар пулнă. Кун пек çул йăлăхтарсах çитернĕ кунта пурăнакансене. Ку ыйтăва пĕрлехи пухусенче пĕрре мар хускатнă пулин те улшăну курăнман. Ял тăрăхĕн те, районăн та кашни урамах çул сарма укçа-тенкĕ çитсе пыманнине аванах ăнкаракан ял çынни. Çавăнпа та çул тăвас ĕçе хăйĕн тÿпине хывас шухăш пуррине палăртнă. Кун çинчен район депутатне, Юнтапари вăтам шкул директорĕнче ĕçлекен Альберт Кондратьева тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕн пуçлăхне Александр Ананьева та пĕлтернĕ.
Апрель уйăхĕн пуçламăшĕнче çÿлерех асăннă урамра пурăнакансем инициативлă бюджетпа усă курса çул тăвас ĕçе хутшăнас шутпа пĕрлехи пуху ирттернĕ. Урамра 26 кил-хуçалăх çеç пулнăран çемьерен 7-шер пин тенкĕ пухасси çинчен калаçса татăлнă. Укçа пуçтарассине вара ку урамрах пурăнакан Валерий Константинова хăй çине илме сĕннĕ. 153 пин тенкĕ пухăннă. Анчах та кăштахран Цветочнăй урамра пурăнакансен шухăшĕ икке пайланнă. Пĕрисем - çула тĕп çултан урам пуçне çити 300 метр сарас шутлă пулнă пулсан, теприсем - урам хушшинче çула тикĕслеме палăртнă. Кăштахран ку енĕпе пĕр шухăш патне килсе тухнă çынсем. Çав вăхăтрах урам вĕçĕнчен тĕп çул çине тухакан лаптăка, 240 метра, тикĕслессинне хăйсем çине илнĕ вĕсем.
- Урам хушшинчи 300 метр çула сарма ял çынни пуçтарнă укçа-тенкĕсĕр пуçне вырăнти хăй тытăмлăх 110,707 пин тенкĕ, проектăн 60 процентне республика бюджетĕнчен 393,402 пин тенкĕ уйăрса пачĕ, - палăртрĕ Юнтапа ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Ананьев.
Августăн 25-мĕшĕнче «Алиководорстрой» организацин ĕçченĕсем Цветочнăй урам хушшине вак чул сарас ĕçе пуçланă. Пĕр эрне хушшинче 300 метра çула сарса тикĕсленĕ. Тепĕр 240 метрне вара асăннă урамра пурăнакансем хăйсемех тунă. Арçынсемпе танах хĕрарăмсем те тăпра сийне вистес, тикĕслес ĕçе хастар хутшăннă. Уйрăмах Алексей Ильин, Владислав Илларионов, Геннадий Михайлов хăйсен килти техникисемпе пуçарулăх кăтартнă. Çавăн пекех Сергей Ильина, Ромбео Апполонова, Владимир Федорова, Петр Григорьева, Евгений Алексеева асăнмалла. Çапла вара икĕ эрне хушшинче 540 метр çула сарса та пĕтернĕ. Пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕç тунăранах ĕнтĕ ку урамра пурăнакансем çĕнĕ çула хута ярсан пĕчĕк уяв та йĕркеленĕ.
- Çак ĕçре Цветочнăй урамра пурăнакан хăш-пĕр çемьесем пекех Юнтапа ял тăрăхĕн пуçлăхĕн Александр Ананьевăн, район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕн Альберт Кондратьевăн та тÿписем калама çук пысăк. Куншăн вĕсене чăннипех те пысăк тав. Çавăн пекех «Алиководорстрой» организацин директорне Виталий Степановпа унăн коллективне тав сăмахĕ калатпăр, - калаçăва вĕçленĕ май пĕлтерчĕ Валерий Петрович.
Эльвира КУЗЬМИНА.