17 февраля 2017 г.
Юнтапа шкулĕнче районти кĕçĕн классене вĕрентекенсен уçă уроксен фестивалĕ «Пĕлÿ тĕнчине хывакан пĕртен-пĕр çул вăл - ĕç-хĕл» девизпа иртрĕ. Унта 22 педагог хутшăнчĕ. Вĕрентекенсем паянхи пурнăç ыйтнине тĕпе хурса çĕнĕрен те çĕнĕ технологисемпе усă курни ачасен тавракурăмне ÿстерме, ăс-хакăлне пуянлатма пулăшать. Уроксем чĕрĕ иртни, вĕренекенсем йывăрлăхсене пăхмасăр хастар хутшăнни, çавăн пекех ушкăнпа ĕçлеме пĕлни тата тусĕсен ĕçне хаклани те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Педагогсен шухăшĕпе, çакăн пек уçă уроксем ачасене çĕнĕ стандартсене ăша хывма тата çĕршыва кирлĕ граждансем пулса ÿсме май параççĕ.
Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета