08 ноября 2016 г.
«Шкул автобусĕ» Раççей Федерацийĕн программи 2000 çул пуçламăшĕнче пурнăçа кĕме пуçланă. Патшалăхăн асăннă программи ĕçлеме тытăннăранпа Элĕк районĕнчи 11 вĕренÿ учрежденине ятарлă 16 автобус килнĕ. Кун йышши техника енчен Элĕк тата Тавăтпа Чăваш Сурăм, Юнтапа вăтам шкулĕсем пуян, асăннă вĕренÿ учрежденийĕсенче ачасен шутне кура 3 тата 2-шер автобус. Паян куллен шкул автобусĕсем районти 73 ялтан 7-17 çулхи 641 вĕренекене турттараççĕ.
Çак программа ĕçлеме пуçланăранпа чылай шкулти техника кивелнине Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин Правительствинче те пĕрре мар палăртнăччĕ. Шкулсенчи автопарка çĕнетме вăхăт çитнине каланăччĕ. РФ Правительствин йышăнăвĕпе Чăваш Ене ноябрĕн 2-мĕшĕнче Ford Transit-TST41C маркăллă 17 вырăнлă 7 шкул автобусĕ килнĕ. Çитес вăхăтра Чăваш Ене кун йышши тата тепĕр 9 техника килмелле.
Ку хутĕнче çĕнĕ йышши шкул автобусĕ Элĕк районне те тивĕçрĕ. Карачурари пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкула 2007 çулта кÿрсе килнĕ техника вырăнне çĕннине пачĕç. Районти шкулсенчи автопарка çĕнетесси кунпа çеç вĕçленмĕ-ха. Çитес çул 2008 çулта кăларнă техника вырăнне Юнтапа тата Вутлан шкулĕсене те автобуссемпе тивĕçтерессе шанас килет.
Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета