Яндобинское сельское поселение Аликовского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чуна çывăх тăван ялăм

02 августа 2016 г.

Юнтапа ял тăрăхне кĕрекен Сатлайка ялĕнче пурăнакансем иртнĕ шăматкун, июлĕн 30-мĕшĕнче, ял уявне паллă турĕç. Юлашки çулсенче Сатлайкăсем кун пек йышпа хăна-вĕрле пухни пулманччĕ-ха. Çамрăксен пуçарăвне ырласа аслă ăрурисем уява тахçан 6 арман тытнă Мостовсен йăхĕ пурăннă вырăнта – халĕ кунта уçă лапам – ирттерме палăртрĕç.

Хамăр тăрăхри ялсенче чылай çул хушши уяв-сем ирттернĕрен вĕсен йĕркине те майĕпен хăнăхса çитрĕмĕр. Малтан савăнăçлă лару-тăрура ĕçре малта пыракансене саламлатпăр, кайран - концерт. Халĕ те çаплах пулать пулĕ тенĕччĕ. Çук иккен. Сатлайкăсем чи малтанах уява пухăннисене темиçе теçетке каяллахи пурнăçа тавăрчĕç. Шурă кĕпе çийĕн тĕрлĕ тĕслĕ саппун çакнă хĕрарăмсемпе пикесем тăван уй-хире илсе çитерчĕç тейĕн. Кĕреплепе типнĕ утта тавăраççĕ иккен. Инçех те мар пысăках мар сĕвекрен чăваш кĕпи тăхăннă арçынсем утă çулса анаççĕ. Кăшт аяккарах вĕтĕр-шакăр - пурте чăваш тумĕпе - вăйă вылять. Кинемей пĕчĕкскерсене кучченеçпе сăйлать. Юнашарах, çăл патĕнчен, чăваш пикипе яшĕ картлампа шыв ăсса килет. Умлăн-хыçлăн пулса иртекен ĕçсем хыççăн пурте пĕр çĕре пухăнса сцена умĕнче вăйă карти йĕркелерĕç. Çакăн пек кăçалхи Ĕç çыннин çулне халалланă театрализациленĕ представлени хыççăн уяв пуçланчĕ.

Ял уявĕ ячĕпе пухăннисене район администрацийĕн пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен çумĕ Эдуард Николаев, Юнтапа ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Анатолий Ананьев, район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ Сергей Иванов саламларĕç. Эдуард Владимирович кăçал районта Республика кунне ирттерме пулăшнисене Хисеп хучĕсемпе чысларĕ. Çакна Сатлайка ялĕнче пурăнакан Александр Ерофеев, Геннадийпе Дина Николаевсем, Александрпа Юрий Борисовсем, Лариса Евдокимова, Елена Алексеева, Светлана Мукина тивĕçрĕç.

Кирек мĕнле ялта та çемьене çĕнĕ кайăк вĕçсе килсен савăнаççĕ, ача-пăчана ватта хисеплеме хăнăхтарса çитĕнтереççĕ. Сатлайка ялĕнче те çак йăлана çирĕп пăхăнса пыраççĕ. Ку ялта чи кĕçĕнни Сергейпа Наталья Ивановсен çемйинчи пĕчĕк Тимофей. Вăл икĕ çулта. Ялти чи ватă кинемей - Матрена Яковлевна Яковлева - 98 çула пусăмланă. Пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнакан çемьесене палăртма та манмарĕç уявра. Вĕсем Ильяпа Дина Грачковсем тата Николайпа Раиса Павловсем.

Хăмла тутиллĕ кăпăклă сăрапа, техĕмлĕ шÿрпепе йыхравларĕç кĕрекене. Уява пухăннисене йывăç сулхăнĕнче вырнаçтарнă сăн ÿкерчĕксем умĕнче вăрахччен тăнине сăнама тÿр килчĕ. Кунта иртнипе паянхи çыхăннă тейĕн. Малашне ку курава татах та анлăлатма калаçса татăлчĕç. Спорт лапамĕнче ăмăртусем хĕрÿ иртрĕç. Сцена çинчен юрă-кĕвĕ самантлăха та чарăнмарĕ. Вырăс Сурăм клуб-библиотеки çумĕнчи «Варкăш» тата Тавăтри культура çурчĕ çумĕнчи «Тавăт ен» ансамбльсен кашни номерне куракансем ăшшăн йышăнчĕç.

Василий Яковлев, педагогика ĕçĕн ветеранĕ:

«Паянхи уява хамăн уяв пек йышăнатăп. Ял пурнăçĕ пĕтĕмпех куç умĕнче пулса иртрĕ. Темиçе ĕмĕр каялла çакăнта Сатлай ятлă çын пĕрремĕш кил-çурт çавăрнă. Миçемĕш ĕмĕрти, хăш çулти паллă мар. Энциклопедисенче çакна тĕрĕс палăртмаççĕ. Ялĕ вара пурăнать. Çакăнта пурăнма пире çÿлти Турри вăй-хăват парса тăрать. Эп астăвасса, ял халăх яланах пĕр-пĕрне пулăшса пурăннă. Халĕ те çаплах. Пултаруллă çынсем те пулнă ялта. Вĕсен ячĕсене таврара пĕлсе тăнă. Михаил Иванович Мостов акă 6 арман тытнă. Вĕсен йăхĕ ĕçченлĕхпе палăрса тăнă. Çакăн пек ырă ята тивĕçнисем кашни урамрах пур. Вĕсем пуррипе пурăнать те ял».

 Марина ЛЕОНТЬЕВА.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429256, Аликовский район, с. Яндоба, ул. Школьная, д. 8
Телефон: 8(83535) 65-2-23
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика