26 июля 2016 г.
Районти хуçалăхсенче вырма ĕçĕсем пуçланчĕç. Ял хуçалăх предприятийĕсем тата хресчен-фермер хуçалăхĕсем кĕр тыррисене пухса кĕртессипе ĕçлеççĕ. Июлĕн 25-мĕшĕ тĕлне илсен, кĕрхи тулăпа ыраша 527 гектар (22,1 процент) вырнă.
«Алмаз» обществăра 40 гектар çинчи кĕрхи тулла пĕтĕмĕшпех вырса пĕтернĕ.
«Новый путь» хуçалăхра кĕр тыррисем 433 гектар йышăнаççĕ, ку таранччен 150 гектар (34,6 процент) пухса кĕртнĕ.
Татмăшри Ю.Никифоров хресчен-фермер вырма ĕçĕсене ăнăçлă пуçланă, С. Волков, А. Григорьев ертсе пыракан, «Акра» хресчен-фермер хуçалăхĕсен уй-хирĕнче те ĕç шавĕ тăрать.
Черетре - çурхи тĕш тырă культурисем. Вĕсене кăçал 8643,2 гектар çинчен пухса кĕртмелле. Районти хуçалăхсен уй-хирĕнче пурĕ 15 комбайн ĕçлет, çав шутран 7-шĕ ял хуçалăх предприятийĕсенче. Кĕр тыррисене акма çĕр 2545 гектар хатĕрленĕ. Ку енĕпе «Авангард» хуçалăх (400 гектар), «Новый путь» (220), «Алмаз» общество, Г. Исаев, С. Волков, Э. Лебедев, А. Григорьев ертсе пыракан хресчен-фермер хуçалăхĕсем малта пыраççĕ.
Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета