Яндобинское сельское поселение Аликовского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Илемлĕ сассипе тыткăнлать

15 июля 2016 г.

Юнтапари культура çуртĕнче черетлĕ мероприятие хатĕр- ленеççĕ. Илемлĕ те çепĕç сасса илтсен вырăс эстрада юрăçи Юрий Шатунов Юнтапа тăрăхне килнĕн туйăнчĕ. Йăнăшрăм иккен. Ку вăл Чулкаç ялĕнче çуралса ÿснĕ Дима Тимофеев пулчĕ.

Вун çичĕ çулта кăна пулин те вăл хăйĕн пултарулăхĕпе           пирĕн район çыннисене кăна тыткăнламан, республика шайĕнчи тĕрлĕ конкурс-фес-                             тивальте тата концертра палăрнă. Юнтапари пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта вĕреннĕ вăхăтрах Дима Тимофеев илемлĕ юрă-кĕвĕ тĕнчипе туслашнă, пысăк сцена çине тухма ĕмĕтленнĕ. Чулкаç каччи хăйĕн вырăнне юрă тĕнчинче шырать, çут çанталăк пултарулăхĕпе усă курса сăвăсем çырать, чуна пырса тивекен йĕркесене çынсене парнелет. Çавăн пекех çул çÿреме кăмăллать Дима. Юлашки вăхăтра вăл чăваш эстрада юрăçисемпе Николай Ключниковпа (Калян Юлташ) тата Сергей Лекеровпа туслă çыхăну тытать. Юнтапари культура çуртне концертпа килсен паллашнă вĕсем. Халĕ вара çĕнĕ туссемпе Дима Тимофеев та рес-   публикăри тĕрлĕ района тата çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесне çитсе курать.

- Нумаях пулмасть Чулхула облаçĕнче, Балашиха тата Воротынец хулисенче пысăк концертпа пултăмăр. Программа пуян та интереслĕ пулнăран унта пурăнакансем пире ăшшăн кĕтсе илчĕç. Чă- вашсемпе пĕрле вырăссем те пире хапăлласах йышăнчĕç, - каласа парать канмалли кунсене яла килнĕ Дима.

Асăнса хăварас килет, канмалли кунсенче те ахаль лармасть вăл. Юнтапари культура çуртĕнче иртекен мĕнпур мероприятие хутшăнать. Çуллахи вăхăтра агитбригадăпа ялсем тăрăх çÿрет. Хăй çырса кĕвĕленĕ юррисене çынсем хаваспах итлеççĕ. Юрлакансем хушшинче иртекен Пĕтĕм тĕнчери фестивальте çĕнтерни çунат хушса малалла ăнтăлма хистенине те пытармарĕ вăл. Вăл ытларах тăван ял, юратупа туслăх, пурнăç çинчен юрлать. Унăн пултарулăхне кăмăллакансем «Ачалăх», «Савăнар», «Эп сана юратмас», «Куккук», «Элĕк Ен» юррисене итлесе киленеççĕ.

Унăн пултарулăхĕ чăннипех те иксĕлми. Юрă тĕнчинче кăна мар, спортра та хастар вăл. Шкулта вĕреннĕ чухнех баскетбол вăййине кăмăлланă, спортзалтан тухма та пĕлмен. Мал ĕмĕтлĕ каччă ачасемпе çамрăксен спорт шкулне çÿ-ренĕ. Районăн пĕрлехи командипе республика шайĕнчи баскетбол ăмăртăвĕсене те хутшăннă, малти вырăнсене тухнă.

Дима Тимофеев Чăваш патшалăх университечĕн чă-ваш тата вырăс филологийĕпе журналистика факультетĕнче вĕренет. Куçăмлă майпа вĕренет пулин те тăван тăрăха килсе концертсене хутшăнма яланах вăхăт тупать яш. Çутă ĕмĕт-тĕллевпе пурăнать вăл. Хăйĕн пуласлăхне пысăк сцена çинче курать. 2017 çулччен хăйĕн юррисемпе çырнă диск кăларма ĕмĕтленет пултаруллă каччă.          

Анастасия Порфирьева,

ЧПУ студентки

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429256, Аликовский район, с. Яндоба, ул. Школьная, д. 8
Телефон: 8(83535) 65-2-23
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика