Яндобинское сельское поселение Аликовского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чулкаçра - Асăну хăми

28 июня 2016 г.

Çимĕкре Чулкаç ялĕнче Алексей Николаевич Иванова, Чечен Республикинчи çапăçусене хутшăнса 2000 çулта пуç хунăскере, вилнĕ хыççăн Паттăрлăх орденĕпе наградăланăскере, халалласа Асăну хăми уçнă. Ăна хăюллă салтак çуралса ÿснĕ çурт çине вырнаçтарнă.

Асăну хăмине уçма çывăх тăванĕсем, шкулта пĕрле вĕреннĕ юлташĕсем, ял çыннисем пухăннă. Митингра Николай Трифоновпа Николай Иванов ĕç ветеранĕсем, Юнтапа вăтам шкул директорĕ Альберт Кондратьев сăмах каланă, ЧР Астăвăм кĕнекине кĕртнĕ ентешне ырăпа аса илнĕ. Алексей Ивановăн çывăх çыннисем Асăну хăмине хатĕрлеме тата уçма пулăшнă Александр Виноградова, Елена Трофимовăна чĕререн тав тунă. Мероприятие килнисем чечексем хунă.

Пĕлме: Алексей Иванов Элĕк районĕнчи Чулкаçра çуралса ÿснĕ, ялти вăтам шкултан вĕренсе тухнă. 1998 çулхи чÿк уйăхĕн 21-мĕшĕнче çар ретне тăнă. Рядовой, аслă водитель 2000 çулхи кăрлачăн 30-мĕшĕнче Чечен Республикинче çар хушăвне пурнăçланă чухне вилнĕ. Ăна Паттăрлăх орденĕпе наградăланă. Тăван ялĕнче пытарнă. А. Иванов вĕреннĕ шкулта ăна халалланă Асăну хăми пур.

В.ТРОФИМОВ.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429256, Аликовский район, с. Яндоба, ул. Школьная, д. 8
Телефон: 8(83535) 65-2-23
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика