17 июня 2016 г.
Кашни ялтах пĕр-пĕр ăста пурăнать. Чăваш халăхĕ мĕн ĕлĕкренех ал ĕç тунипе уйрăлса тăнă, мăн асатте-асаннесем вара ытларах чухне пÿрт-çуртра, хушма хуçалăхра хăйсем маçтăрланă япаласемпе усă курнă. Юлашки вăхăтра лăпă-карçынкка çыхакансен шучĕ чакса пыни сисĕнет. Пирĕн Юнтапа тăрăхĕнче ку енĕпе Якунекассинчи Иван Шорниковпа Сатлайкăри Геннадий Яковлев темиçе çулах ĕçлеççĕ. Вĕсем хатĕрленĕ япаласене хамăр тăрăхри ялсенчен çеç мар, аякран та килсе илсе каяççĕ. Ял çынни ыйтнине кура лăпă-карçынккана тĕрлĕ квалăпăшлă çыхаççĕ. Вĕсем маçтăрланă япаласем çирĕплĕхпе палăрса тăнине, ĕçе типтерлĕ пурнăçланине палăртаççĕ ял çыннисем. Çичĕ теçеткери Иван Михайловича, пилĕк теçеткери Геннадий Аркадьевича хулăран тĕрлĕ хатĕр тăвас ĕçе çитĕнсе пыракан ăру вĕренесшĕн пулманни пăшăрхантарать.
Л.МУКИН.
Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета