Яндобинское сельское поселение Аликовского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Анне çĕр çинче чи ырри

24 мая 2016 г.

Анне маншăн чи хаклă та юратнă çын, мĕншĕн тесен вăл ырă кăмăллă, ĕçчен, çепĕç. Аннене Алена Валерьевна Степанова тесе чĕнеççĕ. Эпĕ яланах унпа канашлатăп, ăна чечекпе танлаштаратăп, мĕншĕн тесен вăл тĕнчере чи хитри, чи çепĕççи, чи ырри, чи кăмăлли. Вăл мана кирлĕ сĕнÿсем парать, хавхалантарать. Анне пире - аттене, Рома шăллăмпа иксĕмĕре - тутлă апат пĕçерсе çитерет. Йывăр вăхăтра пулăшать, ăнлантарать, шăллăмпа иксĕмĕре тĕрĕс воспитани парассишĕн тăрăшать. Анне куляннă чухне манăн та нимĕн те тăвас килмест. Кун пек чухне ăна ыталаса юрататăп та, вăл йăл кулма пуçлать, унпа пĕрле мана та савăк. Аннепе килте чухне вăхăт иртни те сисĕнмест, манăн унпа татах та ытларах пĕрле пулас килет. Манăн аннен тус-юлташ та нумай. Вăл вĕсене яланах пулăшма тăрăшать.

Ÿссе çитсен анне пек ĕçчен, вашават пулас килет. Вăл мана ыррине çеç сунать, лайăх çын пулма вĕрентет. Эпĕ аннене чунтан юрататăп тата хисеплетĕп.

Виктория СТЕПАНОВА,

Юнтапа библиотекин вулаканĕ.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429256, Аликовский район, с. Яндоба, ул. Школьная, д. 8
Телефон: 8(83535) 65-2-23
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика