Яндобинское сельское поселение Аликовского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юратупа пурăнаççĕ

15 апреля 2016 г.

Юнтапа тăрăхĕнче ÿркенмен, ĕçшĕн çунакан çынсем йышлансах пыраççĕ. Чулкаç ялĕнче пурăнакан Тимофеевсем те ял-йышра тăрăшулăхпа палăраççĕ. Тенкĕ çумне пус хушма пĕлеççĕ вĕсем. Çулсеренех картишĕнче 4 ĕне тытаççĕ. Пăрусем те пур. Сурăхсем те сахал мар. 20-шĕ хăй пĕр кĕтÿ. Ĕçрен хăраманнисен, мал ĕмĕтпе пурăнакансен, чăн та, ларса канма та вăхăт çук.

Ирина Петровнăпа Юрий Иванович Тимофеевсем хуçалăха çирĕп тытса тăни кашни утăмрах сисĕнет. Кирек ăçта пăхсан та тасалăхпа тирпейлĕх хуçаланать. Выльăх-чĕрлĕх йышлă тытаççĕ пулсан та картишре те, сарайĕнче те ытлашши япала выртнине кураймăн. Кашниех хăйĕн вырăнĕнче. «Çын ĕçлесе çамрăкланать. Ĕне сăвассинчен те хăрамастăп. Çак ĕç мана савăнăç кăна кÿрет», - тет кил хуçи хĕрарăмĕ. Ирхи тăватă сехетре тăма хăнăхнăскер ырми-канми тăрăшать. Мăшăрĕ Мускава ĕçлеме çÿренĕрен ытларах чухне выльăхсем патне ачисемпе тухать.

Çĕр лаптăкĕ те нумай ĕçчен çемьен. Хĕл хырăмĕ аслă. Картиш тулли выльăх валли апачĕ те нумайрах кирлĕ. Çуллахи вăхăтра канма пĕлмесĕр капанĕ-капанĕпе утă хатĕрлеççĕ вĕсем. 10 ытла гектар çĕр çинче, вăл шутра арендăна илнисем те пур, утă, пахча çимĕç çитĕнтереççĕ. Техника енчен те чăрмав çук вĕсен, çавăнпа та ĕçĕ те кал-кал пулса пырать. Трактор та, утă çулмаллине те, тавăрмаллине те - ытти техникăна та туяннă кил хуçи.

Ашшĕ-амăшне кура ачисем те тăрăшуллă. Улми йывăççинчен аякка ÿкмест çав. Тимофеевсен ачисем те хăйсем пекех ĕçчен çитĕнеççĕ. Вĕсем вара - пиллĕкĕн. Асли Алексей иртнĕ çул çемье çавăрнă. Ашшĕпе пĕрле ĕçлеме çÿрет. Дмитрий Чăваш патшалăх университетĕнче журналист профессине алла илет. Константин 8 çулта кăна-ха, вăл 7 çулхи Диана йăмăкĕпе Юнтапа шкулĕнче пĕлÿ илет. 2 çулхи Евгений амăшĕн хÿттинче.

Тимофеевсем хăйсене шанса вăй хураççĕ. Ĕçсĕр пĕр кун та пурăнма пултараймаççĕ. Пурăнма май та çук. Выльăхăн хырăмĕ часах выçать-çке. Ăна тăрантармасăр апат çиме те лараймăн. Унсăр пуçне ĕнен сĕчĕ чĕлхе çинче тени те тĕрĕс.

Телейлĕ çемьере тăнăçлăх хуçаланать, ашшĕпе амăшне хисеплекен, ĕçчен те ырă ачасем çитĕнеççĕ. Çемьере кашниех çывăх çынсен пулăшăвне туять.

Кил хуçи арçынĕ йывăçран темĕн те пĕр касса ăсталать. Алеша ывăлĕ те ашшĕнчен мĕнпур ĕçе хăнăхса пырать. Юрий Иванович вĕлле хурчĕсем те тытать. Почта çыхăну уйрăмĕнче тăрăшакан вăр-вар та пуçаруллă хĕрарăм, Ирина Петровна, ал ĕç маçтăрĕ. Кинĕпе иккĕшĕ тупăшса тенĕ пек алсиш-нуски çыхаççĕ. Нумаях пулмасть çĕнĕ çемьере йыш та хушăннă. Кил хуçисем асаттепе асанне пулса тăнă.

Тимофеевсем ял-йышра та хисепре. Ĕçчен çемье пуриншĕн те тĕслĕх.

В.НИКИФОРОВА.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429256, Аликовский район, с. Яндоба, ул. Школьная, д. 8
Телефон: 8(83535) 65-2-23
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика