01 апреля 2016 г.
Мартăн 23-мĕшĕнче Юнтапа салинче çĕкленекен «Христос чĕрĕлни» часавай çине çĕнĕ çавра тăрă вырнаçтарнă. Ăна ылтăн тĕслĕ тимĕртен хатĕрленĕ. Часавая 2015 çулхи çулла Юнтапа ял тăрăхĕнчи тата ытти çывăхри ялсенче пурăнакансем пулăшнипе тума пуçланă.
Çавра тăрă вырнаçтарнипе çынсем кăмăллă пулнă. Вĕсем кунта çывăхри ытти ялсенчен те килнĕ.
Часавайра çынна тирпейлесе пытарнă вăхăтра çурта лартма майсем пулĕç. Унта турăшсем вырнаçтараççĕ.
Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета