25 марта 2016 г.
Манăн шутпа, пурин те юратнă асатте-асанне пур. Эпĕ хамăн асатте çинчен каласа парасшăн. Асатте - питĕ лайăх çын. Ăна Алексей Иванович Иванов тесе чĕнеççĕ. Вăл Элĕк районĕнчи Кивкас Юнтапа ялĕнче пурăнать. Асатте ватă ĕнтĕ - çуркунне сакăрвун пĕрре тултарать. Эпир унпа иксĕмĕр сак çине тухса ларма юрататпăр. Вăл хăйĕн çулхисемпе калаçса ларма кăмăллать. Вĕсем çамрăк чухнехи çулсене, колхозра вăй хурса ĕçленине час-часах аса илеççĕ. Эпĕ вĕсене питĕ тимлĕн итлесе ларатăп вара. Асатте питĕ ăста. Мана килти ĕçсем тума пулăшать. Математикăпа лайăх шутлать. Пĕр самант та ахаль лармасть - ĕçне пур çĕрте те тупать. Пире, мăнукĕсене, тĕрлĕ кучченеçпе сăйлать. Эпир вара уншăн питĕ савăнатпăр. Эпĕ асаттене питĕ юрататăп.
Карина ИВАНОВА,
Юнтапа ял библиотекин вулаканĕ.
Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета