25 марта 2016 г.
Манăн асаннене Раиса Александровна Степанова тесе чĕнеççĕ, Якунекасси ялĕнче пурăнать. Вăл тума пĕлмен ĕç те çук. Кил тĕрĕшре тасалăхшăн тăрăшнисĕр пуçне çав тери тутлă пĕçерет. Тĕрлесси, пĕр-пĕр хитре япала çĕлесси уншăн чун киленĕвĕ. Асанне ялан пирĕншĕн тăрăшать. Лайăх сĕнÿ-канаш парать. Ырă кăмăллăскер кирек кама та пулăшма хатĕр. Мана та халех ĕçе вĕрентет. «Кайран хăвнах кирлĕ пулĕ», - тесе калать. Эпир шăллăмпа кашни кунах асанне патĕнче пулатпăр. Асаннене эпĕ питĕ юрататăп. Вăл çак çĕр çинче чи ырри, чи маттурри, чи кăмăлли.
Виктория СТЕПАНОВА,
Юнтапа ял библиотекин вулаканĕ.
Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета