15 марта 2016 г.
Мартăн 10-мĕшĕнче Юнтапари вăтам шкулта районти чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем хăйсен опычĕпе паллаштарчĕç. Кунта вĕренÿ институтĕнче пĕлĕве ÿстерекен 18 вĕрентекен те хутшăнчĕ, вĕсем пирĕн районти педагогсем ачасене еплерех вĕренÿ технологийĕсемпе ăс панине тишкерчĕ.
Зоя Леонтьева вĕрентекен «Евĕрлев сăмахĕсем» темăпа 6-мĕш классемпе, Вера Нестерова Елизавета Осипова çырнă «Пахчари хÿшĕ» калав тăрăх 5-мĕш классемпе уçă уроксем ирттерчĕç. Мăн Вылă шкулĕнче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Галина Иванова «Антоним» темăна çĕнĕ технологисемпе вĕрентесси» çинчен каласа пачĕ. Чăваш Сурăмĕнчи Алина Петрова вара Ева Лисина çырнă «Мускав кушакĕсене чапа кăлартăм» калавĕпе 5-мĕш класра ĕçлени çинче тĕплĕн чарăнса тăчĕ. Шĕмшеш шкулĕнчи Майя Никитинăн «Ыйту местоименийĕсем» темăпа хатĕрленĕ ăстаçă урокĕ те интереслĕ иртрĕ.
Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета