Яндобинское сельское поселение Аликовского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ял çыннисем Çырупа хавхаланса паллашрĕç

19 февраля 2016 г.

Февралĕн 17-мĕшĕнче пирĕн районта Информаци кунĕ иртрĕ. Унăн теми - Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев 2016 çулта Чăваш Республикин Патшалăх Канашне янă Çырăвĕ. Унсăр пуçне кăçал пенси законодательствинче пулса иртнĕ улшăнусене пăхса тухрĕç. Информаци ушкăнĕсем Элĕк, Ехремкасси, Питĕшкасси, Ураскилт, Тавăт, Тени, Шĕмшеш, Юнтапа ял тăрăхĕсенче пулса ял çыннисемпе 13 тĕлпулу ирттерчĕç.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Куликов Юнтапа ял тăрăхĕнче пулчĕ. Вăл Чăваш Республикин Патшалăх Канашне янă Çыру чи кирлĕ документсенчен пĕри пулнине палăртрĕ: Çыру республикăн экономикăпа социаллă пурнăçне аталантарма кирлине тата тĕрĕс çул-йĕр суйлама пулăшнине каларĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ кăçал Раççейре Кино çулталăкĕ тата Чăваш Енре Ĕç çыннин çулталăкĕ пулнине аса илтерчĕ: паянхи кун республикăн экономика ăнăçлăхĕ ĕçлекен çынран нумай килнине палăртрĕ. Çавăн пекех Александр Куликов усă курман çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртессипе çине тăрса ĕçлемеллине: пай çĕрĕсене муниципалитет пĕрлешĕвĕсен харпăрлăхне куçармалли ĕçсене вĕçлемеллине каларĕ. Ĕçе вырнаçнă чухне ĕç килĕшĕвĕ кирлине: саккуна пăсакансемпе кĕрешме районта тĕрлĕ профилактика мероприятийĕ ирттернине асăнчĕ. Информаци ушкăнĕн членĕсем пенси законодательствин улшăнăвĕсем çинчен каласа пачĕç. Чăваш Республикин Ял хуçалăх министрĕн çумĕ: пирĕн ентеш Николай Якимов: район администрацийĕн ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн начальникĕ Анатолий Прохоров тата РФ Пенси фончĕн Элĕк районĕнчи управленийĕн специалисчĕ Глафира Николаева Тавăтри культура çуртне çитрĕç.

Вĕсене кунта йышлăн кĕтсе илчĕç: Тавăт тăрăхĕнчи ялсенчен нумайăн пухăннă. Тĕп темăпа ЧР Ял хуçалăх министрĕн çумĕ Николай Якимов сăмах илчĕ.

- Чăваш Ен Пуçлăхĕн Çырăвĕ - республикăн малашнехи тĕп çул-йĕрĕ: социаллă пурнăçĕпе экономика политикин никĕсне хывăнакан аталану векторĕ те: - палăртрĕ Николай Петрович.

Вăл Çырăва тишкерсе пур енлĕ ăнлантарса пачĕ. Чылай тĕслĕхсем илсе кăтартрĕ: Çырура каланине вырăнти пурнăçпа çыхăнтарчĕ. Кирлĕ ыйтăва пăхса тухас енĕпе ял çыннисем те активлă пулчĕç. Калаçу вырăнта пăшăрхантаракан тĕслĕхсем çине те куçрĕ. Тавăтсене сĕт хакĕ ытларах та канăç паманни курăнчĕ.

«Кÿршĕллĕ Хĕрлĕ Чутай районĕнче сĕте халăхран килограмне 23 тенкĕпе йышăннине илтрĕмĕр. Чăннипех те çапла-ши; Пирĕн патăрта сĕте мĕншĕн чылай йÿнĕрех хакпа илеççĕ;» - пăшăрханса калаçрĕ Сергей Егоров хресчен-фермер. Ял хуçалăх министрĕн çумĕ хыççăнах тивĕçлĕ хурав пачĕ. «Чăнах та: тĕрĕсех калатăр. Кăçал сĕт хакĕ пĕлтĕрхинчен йÿнĕрех. Çавăн сăлтавĕсем чылай. Хак ытларах сĕте тирпейлекен предприятисенчен килет. Çавăн пекех: пытармалли çук: Шупашкарти сĕт завочĕ чĕртвара сахалтарах йышăнма тытăнчĕ. Анчах та хĕрлĕчутайсем сĕте 23 тенкĕпе пани вăхăтлăх кăна пулма пултарать. Хальхи вăхăтра конкуренци те хак çине пысăк витĕм кÿрет»: - терĕ Николай Петрович.

Тавăт ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Анатолий Васильев Сергей Егоров фермер тăрăшса ĕçленине палăртрĕ.

- Çĕнĕлле вăй хуракан çамрăка патшалăх пулăшăвĕ парсан аванччĕ: - терĕ ертÿçĕ.

Николай Петрович ырă тĕслĕх кăтартакансене хавхалантарма майсем пуррине пĕлтерчĕ. Ку енĕпе вырăнта пуçарулăх кирлине пĕлтерчĕ.

Ял çыннисене пенси тытăмĕнчи çĕнĕлĕхсене те пĕлме май килчĕ. Çавăн çинчен Глафира Николаева опытлă специалист лайăх ăнлантарса пачĕ. Вăл ватлăхри тÿлев енĕпе чылай ыйтусем çине те хуравларĕ.

Елена ТИМОФЕЕВА: Вера МОРОЗОВА.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429256, Аликовский район, с. Яндоба, ул. Школьная, д. 8
Телефон: 8(83535) 65-2-23
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика