12 февраля 2016 г.
Шкул ачисене кĕтмен çĕртен сиксе тухакан пулăмсенчен - инкек-синкекрен, çут çанталăк сиенĕсенчен, пушартан, терроризмран асăрханма хăнăхтарасси аслисен тĕп тĕллевĕ пулса тăрать. Терроризм пурин умне те хăрушлăх кăларса тăратать. Унăн алли вăрăм. Çавăнпа та хăрушсăрлăх пирки манни йăнăш тунипе пĕр тан. Шел пулин те, вăл тĕрлĕ çĕршывсенче сарăлсах пырать. Вырăс Сурăм библиотекинче «Пуласлăх - терроризмсăр, терроризм - пуласлăхсăр» информаци сехечĕ иртнĕ. Унсăр пуçне унта «Вăхăт астăвăмĕ» кĕнеке куравне те йĕркеленĕ. Надежда Волкова библиотекарь ачасене Бесланта тата ытти хуласенче пулнă терактсем çинчен каласа панă. Хыççăн «Теракт тыткăнне лекес мар тесен мĕн тумалла;» викторинăна ачасем хастар хутшăннă.
Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета