02 февраля 2016 г.
2016 çулхи январĕн 27-28-мĕшĕсенче Шупашкар хулинчи 29-мĕш вăтам шкулта ОБЖ предмечĕпе вĕренекенсен Пĕтĕм Раççейри олимпидин регионти тапхăрĕ иртнĕ. Унта 9-мĕш тата 10-11-мĕш классенче вĕренекенсем хăйсен пултарулăхне тĕрĕсленĕ. Олимпиадăна Элĕк вăтам шкулĕнчен 11-мĕш класра пĕлÿ илекен Надежда Антонова (ертÿçи Г.Г.Трофимов) хутшăннă. Надя икĕ тур кăтартăвĕ тăрăх малтисен йышне кĕнĕ.
Январĕн 26 тата 27-мĕшĕсенче Чăваш патшалăх университетĕнче историпе те олимпиада пулнă. Унта пирĕн районтан Юнтапа вăтам шкулĕнче 10-мĕш клас-ра вĕренекен Арина Степанова тата Элĕк вăтам шкулĕнчи Анна Романовăпа Руслан Антонов хутшăннă. Арина Степанова (вĕрентекенĕ Л.М.Ильина) вуннăмĕш тата вун пĕрмĕш классем хушшинче виççĕмĕш вырăна тухнă.
Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета