26 июня 2015 г.
Юнтапари Шкул тата Анаткас Сурăмри Çамрăксен урамĕсенче автомобиль çулĕсене тума пуçланă. Вĕсене «Чăваш Республикинче транспорт ытлах çÿремен автомобиль çулĕсене проектласси» организаци стандарчĕпе килĕшÿллĕн пурнăçлаççĕ, вак чул сараççĕ. Юнтапари 0,163 çухрăм çула «ДЭП №146» общесто, Анаткас Сурăмри 0, 602 çухрăма «Автодорсервис» общество сарать. Паянхи кун тĕлне подряд организацийĕсем вак чул тата хăйăр илсе килессипе ĕçлеççĕ.
Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета