10 июля 2015 г.
Шкул пурнăçĕ каникул вăхăтĕнче те шăпланмасть-ха. Ăсату каçĕсем ирттерсе янă хыççăн та шкул картишĕ хăйĕн вĕренекенĕсене йышăнать. Ытларах шăматкунсенче кунта тĕрлĕ çулсенче аттестат илнисем пухăнаççĕ. 5, 10 е 25 çул каялла пĕр-пĕринпе сывпуллашнисем тĕлпулусем йĕркелеççĕ. Хаçатăн иртнĕ номерĕсенчен пĕринче 50 çул каялла вĕренсе тухнисем çинчен каласа панăччĕ. Кун пек савăнăçлă мероприятисем Элĕк шкулĕнче кăна мар, районти ытти вĕренÿ учрежденийĕсенче те иртеççĕ. Нумаях пулмасть Вырăс Сурăм шкулĕнче (шкулĕ хупăннă пулин те) чĕрĕк ĕмĕр каялла вĕренсе тухнисем тĕл пулчĕç. Любовь Михайловна Ефимова класс ертÿçи те 25 çул каялли пекех хăйĕн вĕренекенĕсемпе пĕрле пулчĕ. Ехремкассисем те шкул алăкĕ çинче пысăк çăра çакăнса тăнине пăхмасăрах тĕлпулу йĕркеленĕ. Ку çамрăксемшĕн юлашки шăнкăрав тахçанах янăранă пулсан та, Анна Кузьминична Яковлева вĕрентекен кашни самантне паянхи пекех астăвать. Пĕрле пухăннă йышпа асаилÿсен авăрне путатăн вара. Вĕсем манăçман-ха, урокра та ĕнер кăна ларнă пек. Вĕренекенĕсем те юнашарах.
Шкулти вăхăтсем асран тухмаççĕ çав. Вĕсен кашни саманчĕ класс ертÿçипе, вĕрентекенсемпе çыхăннă. Педагогсене ятран ас тăватпăр, тĕлĕнмелле пулин те, хăш урокра мĕн каланине те куç умне кăларатпăр. Ăс парса каланă сăмахĕсем, асăрхаттарнисем темиçе теçетке çул иртсен тÿрре килнине тавçăрса илсен вĕрентекенсен пултарулăхĕнчен тĕлĕнетпĕр. Пĕлÿ тĕнчин алăкне именсе уçакан пĕчĕк ачаран кам пуласса ăçтан пĕлнĕ-ха вĕсем, аталанма та пуçламан пултарулăх кайран пысăк ăсталăха куçасса мĕнле туйнă; Кăна вĕрентекен çеç пĕлет. Шел, шкул сакки çинче ларнă чухне хамăршăн çывăх çынсене тав сăмахĕ те калама пĕлеймен, тен, ăна валли вăхăчĕ çитмен ун чухне. Вĕсем пирĕншĕн çуннине, пирĕн пурнăçпа пурăннине çулсем иртсен кăна ăнланма пÿрнĕ-çке. Шăпа кашнине тĕрлĕ сукмакпа аякран аякка илсе кайсан та, шухăшсем хамăршăн хаклă çынсем патне пĕрре кăна мар тавăраççĕ. Чĕлхе вĕçне ирĕксĕрех чĕререн тухакан тав сăмахĕсем килеççĕ. Ячĕшĕн мар, вĕсем юратупа тулнă. Вĕсене вăхăт тĕрĕсленĕ. Çак сăмахсене илтме тивĕç учительсем хăйсен пархатарлă вĕренекенĕсенчен. Тавах Турра, тав тума пĕлекенĕсем пур-ха.
Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета