28 июля 2015 г.
Ир кÿлĕмех йывăр тиевлĕ КамАЗсем пĕрин хыççăн тепри Юнтапа еннелле хутлаççĕ, вак чул турттараççĕ.
Чăваш Республикинчи ялсенчи урамсне хытарнă çул сарасси ятарлă программăпа килĕшÿллĕн Юнтапари Шкул урамĕнче çул тума палăртнă. Проекта тĕпе хурса «Алиководорстрой» хупă акционерлă общество июль уйăхĕн пуçламăшĕнче ĕçе тыттăннă.
- Чи малтанах çул ăçтан пулмаллине палăртса çиелти тăпрана хырса, вистесе илнĕ, çул никĕсне хатĕрленĕ, хăйăр сарса тухнă. Халĕ вак чул сарас ĕç вĕçленсе пырать, - паллаштарать ĕç-хĕлпе асăннă обществăн директорĕ Евгений Майоров. Вăл строительство объектĕнчи лару-тăрупа кулленех паллашса тăрать. Строительсен ĕçĕпе кăмăллă пулнине палăртать.
Пысăках мар ушкăн, чăнахах та, яваплăха туйса тăрăшать. «ДТ-75» тракторпа ĕçлекен Валерий Андреев тин кăна КамАЗ килсе тăкнă вак чула тĕксе сапалать. Юрий Васильев ăна ятарлă техникăпа таптаса пусăрăнтарать, тикĕслет. Сăмах май, вăл çул-йĕр тăвас ĕçре экскаваторпа та ĕçлет. Çул-йĕр строительствинче автогрейдерпа тăрăшакан Геннадий Данилов, погрузчика «çăварлăхланă» Вячеслав Кузьминăн тÿпи те пысăк. Ĕçĕн ытларах пайне механизацилени рабочисемшĕн те çăмăл пулнине палăртаççĕ вĕсем.
- Ĕçе куллен Виталий Степанов мастер тивĕçлипе йĕркелесе пынине те асăнмасăр иртме çук. Урамри çула бетонласа пĕтернипех ĕç вĕçленмест. Çуран çÿрекенсене валли проектпа килĕшÿллĕн тротуар тумалла, - калаçăва тăснă май пĕлтерчĕ Евгений Алексеевич.
Çул-йĕр тăвассипе ĕçлекен строительсем объекта çывăх вăхăтрах ĕçе ярасшăн.
Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета